Пограничниксен çамрăк юлташĕсем йышлă
Иртнĕ кунсенче Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта «Пограничниксен çамрăк юлташĕсем» отрядсен республикăри 8-мĕш слечĕ иртрĕ. Ăна пограничниксен çарĕсен начальникне, çар генералне Вадим Матросова асăнса çулсеренех йĕркелеççĕ. Кунта Элĕк, Вăрнар, Канаш, Муркаш, Йĕпреç, Çĕрпÿ районĕсенчен тата Канаш хулинчен килнĕ кадетсен 11 отрячĕ хутшăнчĕ.
Асăннă слетра хăнасем те йышлă пулчĕç. Вĕсен йышĕнче - район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - Петр Павлов, Элĕк тата Муркаш районĕсен çар ĕç комиссарĕ Владимир Казаков, РФ Патшалăх Думин Федераци Пухăвĕн депутачĕн Леонид Черкесовăн пулăшаканĕ В.Кровяков, Чăваш Рес- публикин «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн правленийĕн председателĕ А.Шорников, «Пограничниксен çамрăк юлташĕсем» отрячĕ- сен республикăри штабĕн начальникĕ Ю.Никифоров, Вăрнар районĕнчи çапăçу вырăнĕсенче пулнă ветерансен канашĕн председателĕ - А.Николаев, Германире службăра тăнă салтаксен Канашĕн председателĕ - А.Васильев тата ыттисем те пулчĕç. Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнчи Ашшĕсен канашĕ те ырă тĕслĕх кăтартрĕ.
- Вĕренекенсене воспитани парас ĕçре патриотизм туйăмне аталантарни пысăк вырăн йышăнать. Кадет класĕ-сем йĕркеленни те ачасемпе çула çитмен çамрăксен сывлăхне çирĕплетме, ĕçлес туртăма ÿстерме, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулма пулăшать. Çавăнпа та ăнăçу сире, вĕренекенсем, пограничниксен çамрăк юлташĕсем. Пысăк çитĕнÿсем тумалла пултăр, - слета пухăннисене ăнăçу сунчĕ Александр Куликов.
Конкурс программине те ачасемшĕн интереслĕ йĕркеленĕ. Çамрăксем пилĕк дисциплинăра ăмăртрĕç. Хăйсене çан-çурăм çирĕплĕхне тĕрĕслерĕç, çара хатĕр пулнине, медицина енĕпе теорипе практика пĕлĕвне кăтартрĕç.
Çапла майпа отрядсен хастарлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсем те палăрчĕç. Çакна та асăнмалла: слетри пур кадет отрячĕн те çĕнтерÿ туртăмĕ пысăк пулни палăрчĕ. Пĕрремĕш вырăна, куçса çÿрекен кубока кил хуçисем - Чăваш Сурăмĕнчи «Кристалл» кадет класĕн отрячĕ çĕнсе илчĕ. Çавна май республикăри 9-мĕш слета та килес çул хамăр патрах ирттерĕпĕр. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Йĕпреç районĕн тата Канаш хулин отрячĕсем йышăнчĕç.
Зоя ВАСИЛЬЕВА, шкул директорĕ.