Программа çул-йĕр пахалăхне ÿстерме пулăшĕ
Çитес пилĕк çуллăхра Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăх енне улăштарас, социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас тĕлĕшпе регионта ятарлă Комплекслă программа хатĕрленĕ. Ку енĕпе кашни тытăмăн хăйĕн çул-йĕрĕ. Апла пулин те кирек епле ĕçре те пĕр шухăшлăх кирлĕ. Çакна тĕпе хурса ĕнер Элĕк районне Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов килсе çитрĕ.
Вăл хутшăннипе йĕркеленĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă, çул-йĕр хуçалăхĕсен, транспортпа çыхăну пайĕн начальникĕ Александр Терентьев хутшăнчĕç. Çавăн пекех ларăва вырăнти ĕç-хĕле йĕркелесе тăракан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те, районта çул-йĕре пăхса тăракан организацисен ертÿçисем те хутшăнчĕç. Ара, ял çыннине паян нимрен ытла çул ыйтăвĕ канăç памасть-çке.
Федераци укçине илĕртмелле
- Республикăн малашлăхлă çул-йĕрне палăртакан комплекслă программăн тĕллевĕсем пысăк. Унпа килĕшÿллĕн çул-йĕр тăвассипе çыхăннă чи çивĕч ыйтусене те татса пама палăртнă. Анчах та тÿрех палăртам, кĕске самантрах пĕтĕмĕшле пурнăçлатпăр тесе ÿстерсе те калассăм килмест. Ĕнентерÿллĕрех пултăр тесе цифрăсен чĕлхипе ăнлантарам-ха, - пуçларĕ хăйĕн калаçăвне министр. - Кăçал Чăваш Енри çул-йĕр фондне федераци бюджетĕнчен 5 миллиард та 534 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕр пăхсан, асăннă сумма пĕчĕкех мар пек. Çак укçа-тенкĕпе усă курса регион, муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене 278 çухрăм юсама палăртнă, тĕрлĕ шайри 21 çухрăм çĕнĕ çулсем тумалла. Кунпа пĕрлех хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе 29 çухрăм çул çинче электричество çутин ламписене вырнаçтармалла. Кĕперсене юсассине те куçран вĕçертеймĕн. Кунпа пĕрлех тĕп хулара И.Я.Яковлев проспектĕнче çул-йĕр енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттерме палăртнă.
Владимир Осипов республика шайĕнчи çулсем чăннипех те пысăк тимлĕх ыйтнине пĕлтерчĕ. Паянхи куна регионти çулсен 44 проценчĕ кăна ятарлă нормативсене тивĕçтерет-ха. Чăваш Республикин аталанăвĕн программине пурнăçа кĕртнĕ тапхăрта, 2025 çул тĕлне, пахалăхлă çулсен кăтартăвне 50 процента çитерме тĕллев лартнă та. Хамăр вăйпах çак ĕçе пурнăçлама вăй-хал çитменнине те пытармарĕ министр. Çавăнпа та республикăна укçа-тенкĕ илĕртес тĕлĕшпе федераци шайĕнчи проектсене хутшăннине пĕлтерчĕ. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» федераци программине хутшăнса виçĕ çул хушшинче Шупашкарта тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсене çирĕплетнине каларĕ.
Çитес çулсенче федераци шайĕнче кĕперсемпе çул урлă кĕперсем тăвассипе ятарлă прог- рамма ĕçлеме пуçласса палăртрĕ. Чăваш Респуб- лики унта та хутшăнас тĕллевлĕ. Паянхи куна регионта 109 кĕпер шутланать. Вĕсенчен 65-шĕ юсав ĕçĕсем кĕтеççĕ. Çавăнпа та федераци программине хутшăнни каллех региона укçа илĕртме шанчăк парать те.
- Паллах, республикăри çул-йĕр çине тимлĕх уйăрнипе пĕрлех муниципалитет тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинчен те манмастпăр. Тĕрĕссипе, ку ыйту чи чуна çÿçентерекенни. Республикăри вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре пĕтĕмĕшле хак парас пулсан, лару-тăру лайăхах мар-ха. Асăннă çулсен 28 проценчĕ çеç ятарлă нормативсене тивĕçтерет. Çавнпа та «Яллă территорисен комплекслă аталанăвĕ» программăна хутшăнни хăш-пĕр ыйтусене татса пама пулăшать. Унпа килĕшÿллĕн эпир социаллă обьектсем патне пыракан çулсене федераци тата республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе тума пултаратпăр. Муниципалитетри тата вырăнти çулсене тума тата юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ илĕртме май паракан программăсем хатĕрлеме палăртатпăр, - ĕç-хĕлпе кĕскен паллаштарчĕ Владимир Осипов министр.
Ял çынни те тимлĕх кĕтет
Çул-йĕр тĕлĕшĕнчен вырăнсенче пуçлăхсене канăç паман ыйтусем те сахал мар-ха. Ведомство ертÿçи килнипе усă курса ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те вĕсене хускатмасăр тÿсеймерĕç. Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне Александр Ефремова, сăмахран, Элĕк сали хушшипе иртекен «Етĕрне - Никольски - Калинино» республика пĕлтерĕшлĕ çул çинче каçсерен электричество çути çителĕксĕр пулни пăшăрхантарать. Çитменнине тата республика пĕлтерĕшлĕ çулшăн мĕншĕн Элĕксен вырăнти хăй тытăмлăх бюджетĕнчен укçа тÿлеме тивнипе нимĕнле те килĕшесшĕн мар вăл. Çавăнпа та çак ыйтупа тивĕçлĕ йышăну тума ыйтрĕ те.
Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов вара ку тăрăхра пурăнакансене тахçантанпах канăç паман транспорт ыйтăвне хускатрĕ.
- Элĕк районĕнче пурăнакансен Вăрнара Налук инспекцине те, газпа тивĕçтерекен организацине те тĕрлĕ ыйтупа кайма тивет. Çĕмĕрлере вара кардиологи центрĕ вырнаçнă, Элĕксене унта çирĕплетнĕ. Анчах та асăннă учрежденисене кайса килме майĕ те çук. Çынсене таксипе çÿреме тăкаклă. Икĕ çул ĕнтĕ пассажирсене турттаракан маршрут уçса пама ыйтатпăр. Çаплах çак ыйтăва татса пама пулăшмаççĕ. Ăна хăвăр çине илĕр-ха, - тархасланă пекех каларĕ асăннă ыйтăвăн уççи-хуппине ниçта та тупайман пуçлăх.
Пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну тăвассине пĕлтерчĕ транспорт министрĕ. Кунсăр пуçне Ассакассинче культура учрежденийĕ патне пыракан çулăн пĕр лаптăкне сарас, Çулавăçра подряд организацине палăртса çул тума пуçлас, Элекенушкăнь ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ патне пыракан çула сарас ыйтусене хускатрĕç.
Эльвира КУЗЬМИНА.