Пурнăç сăпкара сиктермен
Мир урамĕпе çулланнă хĕрарăм вăрахăн утать. Юлашки вăхăтра туяна алăран ямасть вăл. Ун çине таянни çăмăллăх кÿрет ĕнтĕ. Майĕпен иртнĕ май чарăнса та тăрать. Тăван кĕтесе сăнама кăмăллать Елизавета Романова. Çав вăхăтрах асаилÿ авăрне те лекет.
- Пурнăç çулне каялла çаврăнса пăхатăп та, пур пĕрех лайăххи ума тухать. Япăххи, йывăрлăхсем пачах та пулман тейĕн, - тет Изванкка ялĕнче пурăнакан Елизавета Александровна.
Вăл хăйĕн пурнăçне юмахпа та танлаштарать. Ара пачах та шухăшламанни, кĕтменни сахал-и унра. Пĕр йĕрпе пымаççĕ çав кунсемпе çулсем. Ахальтен мар пурнăç çĕр тĕрлĕ пăрăнăç тетпĕр.
- Тăхăр теçетке урлă каçрăм вĕт. Çак вăхăта мĕн хушăра çитрĕм-ши? Кунĕ-çулĕ иртнине сиссе юлаймарăм. Кĕске-çке çын ĕмĕрĕ. Юрăри пек каласан, унăн сакки вара сарлаках. Çав тапхăрта мĕн кăна курман-ши? Ыррипе пĕрлех япăххи ытларарах пулчĕ, - терĕ хура-шур курнă хĕрарăм.
Вăл лайăх çын пулнине пĕрре курсах тавçăратăн. Елизавета Романова таса, çирĕп чунлăскер.
- Эпир çитĕннĕ чух самани питĕ тертлĕ пулчĕ, - пĕлтерет хисеплĕ ĕç ветеранĕ. - Тăван çĕршывăмăр çине тăшман тапăнса кĕнĕ чухне эпĕ саккăр та тултарайман-ха. Синкерлĕ кунĕсем вара асрах. 1942 çулхи кĕр кунĕнче аттене, Александр Федотова, фронта илсе кайрĕç. Унччен те икĕ вăрçă витĕр тухнăччĕ-ха вăл. Телейĕ те юнашарах пулнă-ха унăн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен те сывах таврăнчĕ вăл. Çав хăрушă вăрçа пирĕн çывăх çынсенчен виççĕн хутшăннă. Юрать-ха пурте сывах юлнă. Аслă аппана Марийăна та çара кайма повестка панăччĕ. Хăйне вара вăрçа мар, комсомол путевкипе стройкăна кайма шăпа тухнă, - хумханса аса илчĕ Пĕчĕк Кăканар хĕрĕ пулнăскер.
Çав вăрçăн йывăр çулĕсенче пилĕк ачаллă çемьене те çăмăл килмен. Евгения Сергеева амăшĕ - хастар тыл ĕçченĕ. Лава çÿренĕ хĕрарăм. Вăрнара лашапа тырă турттарнă. Уй-хир ĕçĕнчен те уйрăлман. Тырă вырнă, авăн та çапнă. Курăкне те çулнă, çумне те çумланă. Пĕччен мар паллах. Ачисем те юнашарах пулнă. Çапла Лиза та ĕçе хăнăхса çитĕннĕ.
- Мана ир-ирех уя лаша илсе килме яратчĕç. Яра кун ĕçленĕ хыççăн янавара леçмелеччĕ. Эпĕ вара лаша çине утланса çÿреме, чупма та вĕрентĕм, - каласа пачĕ Елизавета Александровна.
Пысăк вăй хурса ĕçлесен те, çимелли çитсе пыман. Йĕпе çине сапа тенĕ пек вăрçă вăхăтĕнче килти хуçалăхра ĕне ÿксе вилнĕ. Елизавета Романова калашле, курăк шÿрпи чун-чĕре сыппи пулнă çемьешĕн. Лава çÿрекен амăшĕ колхозра пĕçерсе валеçнĕ пĕр чĕлĕ çăкăра темиçе пай туса ачисене панă.
Çамрăк епле пулсан та малаллах. Çичĕ класс вĕреннĕ Лиза пурнăç çулĕ çине тăрать. Тăван колхозра тăрăшса ĕçлет вăл. Хĕр шутне кĕнĕскер аппăшĕ пулăшнипе Мускава çитнĕ, строительство ĕçĕсенче вăй хунă. Хитре хĕре куç хывакан та тупăннă. Пурнăç çулĕ вара Элĕк енех - Изванкка ялне илсе çитернĕ ăна. Пĕчĕк Кăканар хĕрĕ Михаил Романовпа пĕрлешнĕ. Юратнă çынни вара икĕ ятлă та иккен. Питрав тĕлĕнче çут тĕнчене килнĕскере Петюк ят панă. Михаил Архангел кунĕнче тĕне кĕнĕ пĕчĕк каччă Мишша пулса тăнă. Хăй вара хут çинче Михаил пулсан ял-йышра Петр ятпах пурăннă. Çар службинче пулса пиçĕхнĕ хастар арçын «Дружба» хуçалăхра нумай çул ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ Елизавета Александровна та ял хуçалăх отраслĕнче вăй-хала шеллемесĕр тимлесе «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Романовсем çичĕ ача пăхса ÿстернĕ. Юрий, Валентина, Александр, Галина, Николай, Петр, Алексей пĕр ярăмри шăрçа евĕр пулнă, тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕннĕ. Пилĕк ывăлне те салтака ăсатса кĕтсе илнĕ. Çав вăхăтра ашшĕ-амăшĕн чун-чĕри вырăнта пулман.
- Пире Афганистан, Чечен вăрçисем хытах шиклентернĕ. Коля пĕр вăхăт çыру çырмарĕ те, кулянса пурăнтăмăр, Элĕкри çар комиссариатне те çитнĕччĕ. Службăна пурте ăнăçлă, ырă ятпа ирттерни вара савăнтарчĕ. Алеша, сăмахран, Инçет Хĕвелтухăçĕнче сыхă тăнă. Вăл штабра писарь пулма тивĕçнĕ, - ывăлĕсем пирки хыпарларĕ чун-чĕреллĕ амăшĕ.
Елизавета Александровна калашле, пĕчĕк чух пĕчĕк хуйхă, пысăклансан - пысăкки. Аслă ывăлĕ Юрий Днепр шывĕ хĕрринче гидротехник пулса ĕçленĕ. Тăнăç пурнăçра сасартăк - кĕтменни. Маттур çамрăк Чернобыль аварине сирнĕ çĕре хастар хутшăннă, çавна май сывлăхне те хытах хавшатнă. Мĕнех тăвăн, унăн çап-çамрăклах пурнăçран уйрăлма тивнĕ. Ăна юлашки çула ăсатнă çĕре кайма вăй-хал çитернĕ амăшĕ. Унăн чун-чĕрине Галя хĕрĕпе Петя ывăлĕ ĕмĕрлĕхех вăхăтсăр куçĕсене хупни те амантса хăварнă.
Йывăр-и, çăмăл-и - çыннăн пурăнмалла, малалла пăхмалла. Ыр кăмăллăхĕ иксĕлми Елизавета Романовăн. Вăл хăйĕн сумлă çулĕсене пăхмасăр тăлăх арăм ватлăхра пĕччен тăрса юлнă 97 çулхи Мария Петровна инкĕшĕ çине тимлĕх уйăрса тăрать. Ăна ку енĕпе ачисем те пулăшаççĕ. Вальăпа Алеша уйрăмах тăрăшаççĕ иккен. Вĕсем иккĕшĕ те пултаруллă предпринимательсем. Вăрçă ачин, ĕç ветеранĕн Елизавета Александровнăн çак кунсенче менелникĕ те. Ăна вăл тивĕçлипе кĕтсе илчĕ. Кунĕсемпе çулĕсене ахальлĕн ирттермен сăпайлă хĕрарăм. Хăй ĕмĕрĕнче ырлăх-пурлăх сахал мар тунă.
- Тăван кил-çуртра хама аван туятăп. Ачасем, мăнуксем килсех тăраççĕ. Чун апачĕсĕр те пурăнаймастăп. «Сенкер экран» умне ларатăп. Элĕк енре тухса тăракан «Пурнăç çулĕпе» хаçата юратса вулатăп, - терĕ манпа сыв пуллашнă май хисеплĕ хĕрарăм.
Елена ТИМОФЕЕВА.