Пурнăçа ачасемпе çыхăнтарнă
«Вĕрентекен – шкул чĕри, вĕренекен – унăн чунĕ», – тенĕ халăхра ачасене пĕлÿ тĕнчине çавăтса кĕрекен çынсен пархатарлă ĕçне палăртса. Çавăнпа та пулĕ професси уявĕ те вĕсен Пĕлÿ кунĕ хыççăнах килет. Патшалăх шайĕнче ăна октябрĕн 5-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Кăçал вăл тунтикуна килнĕрен уява канмалли кунсем умĕн – октябрĕн 2-мĕшĕнче ирттерчĕç.
Округри шкулсенче тата ача сачĕсенче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тума Элĕкри культура çуртне пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе наставниксене курма кăмăллă пулчĕ.
Вĕрентекен тата шкул çулне çитменнисен уявĕ ячĕпе пухăннисене Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Малов тата Владимир Свешников, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн председателĕ Эдикт Волков, Элĕк округĕнчи вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Владислав Волков саламланă. Вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсенчен кашниех хăйĕн ĕçĕнче ăста пулнине палăртнă, ветерансен ячĕпе тав сăмахĕ каланă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов çулсеренех округри чи пултаруллă вĕренекенсене тата вĕсен наставникĕсене ятарлă стипендипе хавхалантарать. Хальхинче ку хисепе шкул ачисенчен Чăваш Сурăм шкулĕнчен Кирилл Орловпа Семен Семенов, Юнтапа шкулĕнчен Кристинăпа Лина Павловăсем тата Константин Ильин, Тавăт шкулĕнчен Александр Крыловпа Людмила Круглова, Мăн Вылă шкулĕнчен Дарья Александрова, Тени шкулĕнчен Инна Иванова тата Питĕшкасси шкулĕнчен Полина Павлова тивĕçнĕ. Вĕрентекенсенчен Мăн Вылă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Галина Иванова, Тени шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Надежда Иванова, Элĕк шкулĕнче хими вĕрентекен Алина Иванова, Тавăт шкулĕнче физкультура вĕрентекен Константин Прокопьев тата Чăваш Сурăм шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Алина Петрова палăрнă.
Çак кун пултаруллă та хастар вĕрентекенсене муниципалитет тата республика шайĕнчи наградăсемпе чысланă. Октябрĕн 5-мĕшĕнче Элĕк округĕн делегацийĕ Шупашкарта иртнĕ уяв мероприятине хутшăннă. Тени шкулĕн директорне Светлана Герасимовăна нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Тав хучĕпе хавхалантарнă.
Н.СМИРНОВА.