Раиса Сарпи: карап çинче те поэзи каçĕ ирттернĕччĕ
Элĕкри ача-пăча библиотеки юлашки çулсенче вулакансен шучĕ ÿссе пынипе малта пырать. Кунта тĕрлĕ курав, тĕлпулусем, литература каçĕсем, кружоксем иртеççĕ. Ачасем вĕсене хапăлласах хутшăнаççĕ. Кĕнеке фончĕ те пуян. Пĕчĕккисем интереслĕ те кăсăклă хайлавсем тупма пултараççĕ. Çавăн пекех чăваш писателĕсемпе те тĕл пулма пулăшать вулавăш.
Çапла майпа виçĕмкун Элĕкри вăтам шкулта тăваттăмĕш классенче вĕренекенсем литературăпа пултарулăх сехетне кăмăлласах хутшăнчĕç. Вĕсем Раиса Сарпи поэтпа тĕл пулчĕç. Паллах, тĕлпулăва библиотека ĕçченĕсем «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» конкурспа килĕшÿллĕн те йĕркеленĕ.
Раиса Сарпи - поэт, çыравçă, драматург, тăлмачă, СССР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ачасене хăйĕнпе паллаштарас саманта Раиса Васильевна «Тăван аннене суйламаççĕ» сăвăран пуçларĕ. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль салинче çуралнă çыравçăн асăннă сăвăпа чылай пулăм çыхăннине палăртрĕ. Вĕренекенсем Раиса Сарпи чылай тĕрлĕ çĕршывра пулса курнине пĕлчĕç. Вăл шутра Японие кайса хăйĕн пултарулăхĕпе, чăвашсен культурипе, тумĕпе тĕлĕнтернине те интересленсех итлесе ларчĕç. Карап çинче поэзи каçĕ ирттерни те асĕнчен тухмасть. Сăмах май, Раиса Васильевна кирек епле çул çÿреве те чăваш тумĕпе тухать. Пур çĕрте те тенĕ пекех пултаруллă çыравçă тăван халăхăн илемлĕ тĕрриллĕ тата эрешлĕ кĕпийĕпе, тумĕпе паллаштарать.
Тĕлпулăва ачасем хăйсем тĕллĕн килменни паллă ĕнтĕ. Вĕсем хăйсен юратнă пĕрремĕш вĕрентекенĕсемпе пĕрле çитнĕ ача-пăча библиотекине. Çакна тĕпе хурса Раиса Сарпи вĕрентекенсене халалланă сăввисене аса илчĕ. Хăйĕн ашшĕ те учитель пулнă. Вăл 102 çула çити пурăннă. Р.Сарпин çывăх çынни те сăвăсем шăрçаланă. Шăпах вĕсенчен пĕрне, вĕрентекенсем çинчен çырнине, каласа пачĕ те çыравçă.
Поэтăн вырăсла сăвăсемпе хайлавсем те чылай. Унăн кашни кĕнекиех мĕнпе е кампа та пулин çыхăннă. Пĕчĕккисене валли çырнă «чун апатне» ачасем килĕштерни те вăрттăнлăх мар. Акă, сăмахран, «Хаваслă çумăр» кĕнеке мĕнле çурални те хăйне евĕрлĕ. Çак самантпа усă курса Раиса Васильевна Агния Барто поэтпа паллашнине каласа кăтартрĕ. Ку кĕнекене хăй ача чухне çырнă сăвăсем те кĕнĕ иккен. Аппетит апат çинĕ май кĕрсе пырать тенешкел, ачасен те тĕлпулу хĕрсе çитнĕ май интересĕ, кăмăлĕсем çĕкленнине палăртмалла. Çавна май арçын ачасемпе хĕрачасем Раиса Сарпин сăввисене пăхмасăр каласа пачĕç. «Тăвайкки», «Амăшĕпе хĕрĕ» сăвăсем, сар хĕвелĕн ачисем тата пыл хурчĕ çинчен те сăвăсене сиктерсе хăвармарĕç кĕçĕн классем. Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасене çыравçă пĕрремĕш сăвва хăçан çырни, унăн пĕтĕмпе миçе кĕнеке пичетленсе кун çути курни, пĕр сăвва мĕн чухлĕ вăхăт çырни, вырăс писателĕсенчен камăн пултарулăхне ытларах килĕштерни тата ытти те интереслентерчĕ. Поэтăн çемйи, ачалăхĕ çинчен те пĕлме кăсăклă пулчĕ тĕлпулăва килнисене.
«Литературăллă Чăваш Ен: 2018-2019 çулсенчи чи вуланакан кĕнеке» конкурса кĕнĕ «Хаваслă çумăр» кĕнекери сăвăсене мĕнле пĕлнине тĕрĕслес тĕлĕшпе ача-пăча библиотекин заведующийĕ Галина Миронова пĕчĕк çеç викторина ирттерчĕ.
Паллă сăвăç чăннипех те пултаруллă. Унăн сăввисемпе хайлавĕсем ăнсăртран çуралаççĕ тейĕн. Юрă кĕввисемпе сăввисене те çырма пулăшать вăл. Пĕтĕмпе 400 ытла юрă çырнă пултаруллăскер. Çавăнпа ăна композитор та, юрăç та тесе калас килет. Ачасене валли кулăшлисем те, ăс параканнисем те сахал мар. Прозăлла çырнă кĕнекесем те пур.
- Мана ача чухне аппа «поэт» тесе вăрçтаратчĕ. Эпĕ вара, пĕчĕкскер, вăл сăмаха ăнланман. Мана çапла чĕннĕрен ялан макăраттăм. Ачалăх тенĕрен, манăн каялла ачалăха таврăнас килет, сирĕн пек шкулта вĕренес, ăс пухас килет, - тет Раиса Сарпи кĕçĕн классем çине пăхса савăннă май.
Тĕлпулу хăни ачасем чăвашла калаçнăшăн питĕ савăнчĕ. Сăвă калакансене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Тĕлпулăва «Путене» юрра шăрантарнипе вĕçлерĕç.
А.СИЛИВЕСТРОВА.