Райпо лавккисенче хуларинчен кая мар
Ял аталанăвне пысăк тÿпе хывакан, çав вăхăтрах чи шанчăклă отрасльсенчен пĕри районти потребительсен обществи пулса тăрать. Суту-илÿ, обществăлла апатлану, производство, хатĕрлев ĕçĕ, аптека ĕçĕ-хĕлĕ, йăла пулăшăвĕ - çакă пĕтĕмпех ял çыннисемшĕн. Ку ырлăхпа Элĕк тăрăхĕнче пурăнакансем кăна мар, Çĕмĕрлесем те туллин усă кураççĕ. Професси уявĕ умĕн Элĕкри потребительсен обществин Канашĕн председателĕпе Юрий Харитоновпа тĕл пулса калаçрăмăр.
- Юрий Александрович, мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ-ха Элĕк кооператорĕсем уява?
- Элĕк райповĕн ĕçченĕсем уява япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илни савăнтарать. Кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕсене тишкерес пулсан ÿсĕм пур енĕпе те палăрать. Акă, иртнĕ çулхи тапхăрпа танлаштарсан кăçалхи 6 уйăхра кăна çăкăр комбиначĕ хăйĕн продукцине 121 процент ирттерсе тултарнă. Çавăн пекех хатĕрлев çаврăнăшĕ те курăмлă. Халăхран сĕт, аш-какай, çĕр улми, пахча çимĕç, тырă, кивĕ хут, эмел курăкĕсем пухассине хатĕрлев пунктĕнче те, ялти магазинсем урлă та аван йĕркеленĕ.
- Паянхи кун райпо предприятийĕсемпе магазинĕсем хуларисенчен кая мар, тавар енчен пуян. Мĕне мала хуратăр хăвăр ĕçре?
- Чăнах та, паянхи кун çынсен тавар туянас тесен суйламалăх пур. Çакна эпир те шута илетпĕр, хамăрăн ĕçре ытларах пахалăх çине пусăм тăватпăр. Асăрханă пулĕ, Чăвашпотребсоюз лавккисенче вырăнта хатĕрленĕ апат-çимĕç ытларах. Ял çыннисем ăна хаваспах туянаççĕ, мĕншĕн тесен пахалăх тĕлĕшĕнчен шанчăклă. Тĕрĕссипе, ял çыннисем кăна мар, хуласенче пурăнакансем те кăмăллаççĕ Элĕксен продукцине. Ăна Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи ытти округри потребительсен обществисемпе те çыхăнăва йĕркелесе вырнаçтаратпăр.
- Иртнĕ кунсенче Тăвай тăрăхĕнчи кооператорсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май килчĕ. Чăнах та, Элĕкри улма-çырла комбиначĕ хатĕр-ленĕ продукцие унта та хаваспах туяннине хам курса ĕнентĕм.
– Чăнах та, улма-çырла комбиначĕн продукцине пур çĕрте те кăмăллаççĕ. Уйрăмах консервăсем хатĕрлесе сутассине аван йĕркеленĕ. Маринадланă хăяр-помидор, салатсем, яшка пĕçермелли хутăшсем, варени – пĕтĕмпех çынсем валли. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пылак шыва юратса туянаççĕ. Тĕрĕссипе, халăхра тахçантанпах «Элĕк лимоначĕ» тесе çирĕпленнĕ, халĕ те вăл хăйĕн пахалăхне çухатман. «Элĕке килсен вырăнти лимонада ĕçмесĕр мĕнле-ха вăл?» - тенине илтме пулать. Чăнах та, ачасем те, аслисем те юратсах туянаççĕ ăна. Уйрăмах çуллахи вăхăтра хăвăрт сутăнать. Кунсăр пуçне Элĕкри çăкăр завочĕ çăкăр-булка, кондитер çимĕçĕсем çителĕклĕ хатĕрлет.
- Юрий Александрович, вырăнти обществăлла апатлану предприятийĕсем мĕнлерех йĕркелесе пыраççĕ хăйсен ĕçне?
- Ку тытăмра тимлекенсем хăйсен ĕçне пĕлсе туса пыраççĕ. Кафе-столовăйĕнче яланах тутлă çитерме тăрăшаççĕ. Кунсăр пуçне тутлă çиме юратакансене яланах хăйсен продукцине сĕнме хатĕр. Уйрăмах çурма фабрикатсене, икерчĕ-кукăле, кондитер çимĕçне хăвăрт туянаççĕ. Кунсăр пуçне обществăлла апатлану тытăмĕнче улшăнусем те пулса иртрĕç. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессипе ĕçлетпĕр. Малтанах икĕ район шутĕнче эпир пуçласа çак ĕçе тытăнса пăхрăмăр. Çул уçакансем тесен те йăнăш пулмĕ. Паян вара эпир округи 10 шкулти ачасене вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр.
- Ял çынни паян хăйне кирлĕ таварсемпе пулăшусене кĕтет. Çу кунĕсем çитсен чăх-чĕпне çитĕнтермелле. Строительство материалĕсем те кирлĕ. Мĕнлерех пулăшатăр-ха ку енĕпе?
- Ялсенче кайăк-кĕшĕк сутассине темиçе çул каяллах йĕркеленĕ. Бройлерсем, хур-кăвакал чĕпписем, çамрăк чăхсем – пĕтĕмпех ял çыннисем саккас панипе вырăнах çитерсе паратпăр. Кунсăр пуçне эпир хамăр таваршăн яланах яваплă, çавăнпа та кайăк-кĕшĕк ан чирлетĕр, ан вилтĕр тетпĕр. Çакна ял çыннисем те хаклаççĕ, пире те шанаççĕ. Кайăк-кĕшĕк сутассипе Ураскилт, Сурăмварри магазинĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Кунсăр пуçне строительство материалĕсем сутассине те ял çыннишĕн меллĕ йĕркеленнĕ, кирлĕ тавара килех çитерсе параççĕ. Кун йышши таварсем сутассипе Элĕкри «Товары для дома» магазин ăнăçлă ĕçлесе пырать. Ялти лавккасем хушшинче Çирĕккассисем, Кĕçĕнтăвансем, Шĕвĕшсем лайăх ĕçлеççĕ.
- Нимĕнле отрасль те çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмесĕр аталанаймасть. Кооператорсем вара паянхи кун мĕнпе ĕçлеççĕ?
- Паянхи куна тивĕçес тесен аталанмасăр пулмасть, çавăнпа та эпир хамăр ума тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса парас тесе çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме тăрăшатпăр. Паллах, ку енĕпе пире Чăвашпотребсоюз пысăк пулăшу парать. Акă, хамăр ĕçе автоматизацилессине пĕтĕмĕшле вĕçлерĕмĕр. Çăмăлах пулмарĕ çĕнĕ технологие алла илме, анчах халĕ пирĕнтен кашниех унăн усси пысăк пулнине курчĕ. Паянхи кун çăмăллăнах Универбазăпа çыхăнса кирлĕ тавара саккас пама, мĕнле таварсем пуррине пĕлсе тăма пулать. Юлашки вăхăтра мобильлĕ суту-илÿ йĕркелессипе ĕçлеме пуçларăмăр. Телефона «КООПмаг» ятарлă хушăм кĕртнĕ хыççăн вырăнти райпо таварĕсемпе паллашма, саккас пама пулать. Ăна «Заходи» магазин урлă йĕркеленĕ. Ку пулăшупа хамăр тăрăхра пурăнакансен кăна мар, аякрисен те усă курма май пур. Вĕсем Элĕк енре пурăнакан çывăх çыннисене таварсемпе савăнтарма пултараççĕ. Чăнах та, пурнăçа çĕнĕ технологисем кĕрсех пыраççĕ, вĕсене тавар туянакансем питĕ хăвăрт хăнăхаççĕ, апла пулсан кооператорсен те пурнăç уттипе тан пымалла.
- Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси те малалла аталанма çул уçать. Сăмахăма Элĕксен опычĕпе паллашма ытти регионсенчен те килни çинчен пуçарас килет.
- Чăнах та, Чăвашпотребсоюз ĕçĕ-хĕлĕ республика тулашĕнче те анлă сарăлнă, çавăнпа та Чăваш Енри кооператорсен пуян опычĕпе паллашма тĕрлĕ регионтан килеççĕ. Паллах, эпир те вĕсене хаваспах хамăр патра йышăнатпăр. Акă, нумаях пулмасть Мордва Республикин делегацийĕ пулчĕ. Кунсăр пуçне кăçал сентябрь уйăхĕнче Чăваш Енре потребительсен кооперативĕсен Пĕтĕм тĕнчери форумĕ иртмелле. Пысăк мероприятие хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Кунта Раççейрен кăна мар, чикĕ леш енчен те килсе çитме палăртаççĕ. Çак форума эпир те хутшăнатпăр, хамăр патра хăнасене кĕтсе илме хатĕрленетпĕр.
- Юрий Александрович, уяв умĕн мĕн суннă пулăттăр хăвăр коллектива?
- Пĕтĕм тĕнчери кооператорсен кунĕ ячĕпе Элĕк райповĕн тытăмĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене саламлатăп. Çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу, çемьесенче килĕшÿ сунатăп.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.