Роботсемпе конструкторсене парăнтараççĕ ачасем
Мĕн чухлĕ арçын ача вăл е ку япала мĕнлерех ĕçленине пĕлес тесе чипер япаласенех аркатса пайăн-пайăн уйăрман-ши? Вăл мĕнрен тăнине питех те пĕлес килет-çке. Çапла вара ку пĕчĕк «тĕпчевшĕн» аслисенчен те пĕрре кăна лекмен мар. Ырă япалана юрăхсăра кăларни кама килĕшĕ? Мĕнех тăвăн, ун чухне вĕсен LEGO – конструкторсем пулман-çке тейĕç паянхи вĕренекенсем, ирĕксĕрех алă айне мĕн лекнине салатса пуçтарма тивнĕ вăл вăхăтри тантăшсен.
Паянхи шкул ачисем вара ку енĕпе питех те телейлĕ. Пĕчĕк мĕншĕнккесем валли (вырăсла вĕсене почемучкăсем теççĕ) «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем ĕçлеççĕ. Сăмах май, районта икĕ çул хушшинче тăватă шкулта цифра тата гуманитари центрĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Занятисене туллин ирттерме кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Паянхи кун вĕсемпе мĕнлерех усă курнине пĕлес тесе технологи предметне вĕрентекен Татьяна Петуховăпа курнăçса калаçатăп. Татьяна Германовна харăсах икĕ шкулта – Элĕк тата Тавăт вăтам шкулĕсенче уроксем ирттерет, класс тулашĕнчи ĕçсене те йĕркелесе пырать. Пултаруллă вĕрентекен шăпах та «Ÿсĕм вырăнĕ» центр паракан çĕнĕ мелсемпе туллин усă курма тăрăшать.
– Нимĕнле технологи те техникăсăр аталанма пултараймасть, – тет Татьяна Германовна çĕнĕлĕх пирки сăмах пуçарсан. – Кирек мĕнле технологие пурнăçлама та ĕç хатĕрĕ тата техника кирлĕ, тĕрлĕ механизм, машина, аппаратсеме приборсем. Вăл е ку машина мĕнле пайсенчен тăнине тата мĕнле ĕçленине пĕлмелли чи лайăх мел вăл – унăн чи ансат ĕлкине кашни ача хăйĕн аллипе пуçтарса ĕçре тĕрĕслени, хак пани. Çакна, паллах, конструктор пулăшнипе çăмăллăнах хăнăхаççĕ ачасем.
Акă Тавăт вăтам шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекенсене ĕç урокĕнче «Техника» пайпа паллашнă чухне «Ÿсĕм вырăнĕ» центрти LEGO – конструкторсем çăмăлах мар темăсене ăнланма пулăшаççĕ. Сăмахран, тыр-пул пухса кĕртмелли машинăсене вĕреннĕ чухне пиллĕкмĕшсем шăллă урапасен ĕç хăвăртлăхне тата привод хăрушсăрлăхне тишкерчĕç. «Виçмелли урапа» ĕлкине хатĕрленĕ чухне вара ачасем ятарлă шкалапа усă курса япалан тăршшĕпе сарлакăшне виçме хăнăхаççĕ. Çавăн пекех хăлаçăн сарлакăшне шута илсе çын çÿллĕшне пĕлни вĕсемшĕн питех те интереслĕ пулнă. «Парăслă кимĕ» тата «Çил арманĕ» ĕлкесемпе ĕçлени те асра юлнă ачасене. Çил хăвачĕпе тухăçлă усă курасси материалтан килнине тĕпчеме уйăрмах кăсăклă пулнине пытармаççĕ вĕсем. Вăл çил арманĕн çуначĕсен лаптăкĕпе кÿлепинчен те нумай килет иккен, парăс мĕнлерех тайăлма пултарни те хăватлăх çине витĕм кÿрнине шута илме тивет.
Пытарма кирлĕ мар, питех те кăткăс темăсене уçса памалла ачасене.
– Занятисем интереслĕ пулсан ача вĕренÿ материалне çăмăллăнах парăнтарать, - тет Татьяна Германовна. – Çитменнине тата ачасем сăнаса кăна лармаççĕ, хăйсем тĕпчеве хутшăнаççĕ. LEGO – конструкторпа ĕçлени чылай физика пулăмне уçса пама, вĕсем çинчен тарăнрах пĕлме май парать. Çапла вара ачасем япаласемпе пулăмсем хушшинчи çыхăнăва хăйсем курса ăнланаççĕ, вĕсем мĕн тума кирлипе паллашаççĕ.
Чăнах та, вĕренĕве ку мелпе йĕркелени ачасен шухăшлавне аталанма пулăшни куç кĕрет. Шăпах çак занятисенче тин кăна кĕçĕн классенчен вăтаммине пусăмланăскерсен физикăпа математика предмечĕсене интересленсе вĕренме кăмăлĕ уçăлать. Тен, ÿлĕмрен пулас инженерсемпе конструкторсем çуралĕç те çĕнĕ йышши центрсенче.
- Чăнах та, занятисенче ачасем хăйсене ирĕклĕ туяççĕ. Пай çумне пай хушса пĕлĕве çирĕплетеççĕ, пĕр-пĕрин ĕçне танлаштарма тата хак пама вĕренеççĕ. Ушкăнпа ĕçлеме хăнăхни те çакăнтан пуçланать. LEGO пулăшнипе пĕчĕк конструкторсем хăйсен тата тантăшĕсен çитĕнĕвĕсене курма, уншăн савăнма вĕренеççĕ, çак малашне хавхалантарса пырать, - тет вĕрентекен ачасен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса.
Тавăт шкулĕнче Татьяна Петухова тимленипе LEGO вăрттăнлăхĕсене çăмăллăнах алла илеççĕ пулсан Элĕк вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ĕçне тата та анлăлатнă. Кунта LEGO-па пĕрле роботсене те «парăнтараççĕ». Тĕлĕнме кирлех мар, чăнах та, ачасем çĕнĕ ĕмĕрĕн вăй-хăватне ĕненсе çитĕнеççĕ мар-и? Вĕсен шучĕпе, çынсем хăйсен пурнăçне çăмăллатма е хăйсен вырăннех автоматика пулăшуçисене ытларах та ытларах шутласа кăларĕç. Çын ĕçне роботсем тăвĕç. Татьяна Германовна пĕлтернĕ тăрăх, Элĕк шкулĕн вĕренекенĕсем хаваспах технологи урокĕсенче механика тата робототехника принципĕсем çине таянса хăйсен чи хăюллă шухăшĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Кунта вара VEX IQ конструкторсен чăн-чăн пулăшуçăсем пулса тăраççĕ. Чи малтанах ачасем уроксенче ансат ĕçсене хăнăхаççĕ. Вĕсем датчиксемпе мотора тĕрĕс ĕçлеттерме, джойстик тата автомат пулăшнипе робота хусканусем тума вĕрентеççĕ, хăйсемех тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Акă, тĕслĕхрен, манипулятор алăллă робота пуçтарнă чухне ачасем джойстик режимĕллĕ двигательсемпе ĕçлемелли программăсемпе паллашаççĕ. Хăйсемех ĕçлеттерме, япаласене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарма хăнăçаççĕ. Карçинккана тĕл персе ушкăнсем хушшинче ăмăртусем йĕркелени те килĕшет ачасене.
- Хальхи вăхăтра ачасем Armbot IQ тата Slick роботсене пуçтарассипе тимлеççĕ. Тĕслĕхрен, Armbot IQ манипулятор аллиллĕ робот шутланать. Вăл япалана алла илсе тивĕçлĕ çÿллĕше çĕклесе куçарма пултарать, Slick роботăн вара япалана бульдозер евĕр куçарма майсем пур. Вĕсем хăйсене ĕçре мĕнлерех кăтартнине ачасем хăйсен куçĕпе кураççĕ, - терĕ вĕрентекен.
«Ÿсĕм вырăнĕнчи» çĕнĕлĕхсем çакăнпа вĕçленчĕç терĕр-и; Çук çав. Вĕсем урокран урока татах та хушăнса пыраççĕ. Татьяна Германовна вĕрентекенĕн ĕçлес туртăмĕ çаплах, çĕннисĕр пĕр кун та иртмест. Кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе «3D - моделировани» занятийĕсенче мультфильмсем йĕркелени çинчен каласа пама пуçласан вăхăтлăха тăхтама ыйтрăм. Пĕр материалта пурне те каласа пама майĕ те çук-çке. Вĕрентекен занятийĕсене çÿрекен ачасене хам ăшра ырăпа ăмсанса илтĕм. Тен, хамăн та ачалăхра тума май пулман япаласене халĕ «тутанса» пăхмалла. Кун çинчен вара Сире, хисеплĕ вулакансем, малашнехи материалсенче каласа парăп.
Сăмахăма вĕçленĕ май Татьяна Германовнăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята илнĕ ятпа саламлатпăр. Кун çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев январĕн 20-мĕшĕнче 4-мĕш №-лĕ хушăвĕнче каланă.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.