Салтак амăшĕшĕн ют ачасем çук
«Палатăна кĕрсен салтаксем хам ачасем пекех савăнса каятчĕç. «Тетя Света килчĕ!» - тесе йăл кулă парнелетчĕç. Вĕсем çине пăхсан чĕре ыратать пулин те пĕтĕм вăйран лăпкăлăха упрама тăрăшаттăм», – тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне Тавăтра пурăнакан Светлана Егорова.
Чечен вăрçине хутшăнма тивнĕ
Светлана Егоровнăпа çак кунсенче тĕл пултăмăр. Калаçу салтаксен амăшĕсем çине çитрĕ. «Эпир, амăшĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнса аманнă салтаксене питĕ кирлĕ. Уйрăмах юнашар пулни! Ку чухне вара амăшĕсене хăйсене мĕн тери пысăк вăй-хăват кирлĕ-ши тата?! Çакна хăйсен чĕрипе туйса курнă хĕрарăмсем кăна калама пултараççĕ», - терĕ Светлана Егорова.
Светлана Егоровна – салтак амăшĕ. Унăн ывăлĕ – Григорий Владимирович хăй пурнăçне Тăван çĕршыва хÿтĕлессипе çыхăнтарнă. Малтан Тавăт, кайран Элĕкри вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн салтак тивĕçне пурнăçланă. Шăпа ăна Самара тăрăхне илсе çитернĕ. Тавăт çамрăкĕ разведчиксен ретне тăнă. Тĕрĕссипе, çак тапхăртан унăн пурнăçĕ çар ĕçĕпе çыхăнма пуçланă тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах салтак çулĕсенче унăн Чечен вăрçине хутшăнма тивнĕ. Пур йывăрлăха та тÿсĕмлĕн чăтса ирттерет чăваш салтакĕ. Юлташĕсенчен пăрăнса юласси пулман унра. Çавăнпа та пулĕ служба вĕçленсен хăйне кăмăла каякан ĕçе тĕрлĕ тытăмра шыраса пăхнă, анчах та тупайман. Çарти юлташĕпе пĕр шухăшлă пулса Таджикистанра служба ирттерме 2013 çулта контракт çырнă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Григорий Егоров хăйĕн вырăнĕ хĕрÿ вырăнта пулнине чĕрипе туйса илнĕ. «Анне, пире «учебкăна» илсе каяççĕ. Ан пăшăрхан!» – тенĕ видео-çырура. «Сăнарах пăхатăп та, хăйсем кутамккасемпе. «Мĕн вĕренĕвĕ тата кусен?» – тесе шухăшлатăп хам ăшра», – иртнĕ кунсене куç умне кăларать Светлана Егоровна. Чăнах та, вĕренÿ пулман-ха вăл. 2023 çулхи февральте ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăнма пуçланă. Амăшĕ кун çинчен вара нимĕн те пĕлмен. Çывăх çыннин чĕрине ыраттарас темен ĕнтĕ. Разведчик пулнă май тăтăшах малти линире пулма тивнĕ.
– Пĕррехинче Анисса хĕрĕм сăн ÿкерчĕк ярса пачĕ. Гриша патĕнче пултăм тет. Сăнасарах пăхатăп та, Гриша палата тумĕпе, аллине çыхса мăйĕнчен çакнă. Мĕн япали ку? – аса илет салтак амăшĕ. Чĕри çурăлса тухать тейĕн!
Шăпах çак вăхăтра пĕлет те вăл ывăлĕ ятарлă çар операцинче пулнине. Апрель уйăхĕнче черетлĕ задание кайсан хулне снаряд ванчăкĕ лексе хытах суранлатнă унăнне. Ăна сывалма Мускаври А.А.Вишневский ячĕллĕ çар госпитальне вырнаçтарнă. Ывăлĕ аманнине курсан амăшĕ ăçтан килте лăпланса ларма пултарĕ-ха? Тăхтаса тăмасăрах çĕршывăн тĕп хулине çул тытнă Светлана Егоровна.
Амăшĕсем юнашар пулни кирлĕ
– Палатăра тăватă салтак выртатчĕ. Кашниех йывăр аманнă. Эпĕ Гришăна сылтăм алли ĕçлейменрен апат çиме пулăшаттăм, – тет Светлана Егоровна.
– Анне, кунта ытлашшиех пулма ан тăрăш-ха. Эсĕ ман патра пулнине курсан ытти салтаксен чунĕсем хурланаççĕ, – терĕ мана ывăл.
Салтак амăшĕшĕн хамăн тата ют ачасем пулаççĕ-и вара? Çук паллах. Светлана Егоровна киле таврăнасси пирки шухăшламан та. Вăл кашни кунах палатăна ир-ирех çитсе тăваттăшне те пулăшма тăрăшнă. Акă Оренбург тăрăхĕнчи салтак халĕ те куç умĕнче тăнине палăртать чун-чĕреллĕ хĕрарăм.
– Кĕлеткин пысăк пайĕ пиçсе кайнă. Санитаркăсем вĕрентнипе тасатсах тăраттăм. Апат çиме йывăрччĕ ăна. Тути хĕррисем татăлса кайнăран гигиена помадипе сĕрсе тăраттăм. Сĕрнĕ чухне кулатчĕ тата хăй. Мĕн тери йывăр пулин те чун хавалĕ пысăк хăйсен, - малалла каласа парать Светлана Егоровна.
Çар госпиталĕнче медицина ĕçченĕсемпе волонтерсем уйрăлми ĕçлеççĕ пулин те пур çĕре те ĕлкĕрсе çитереймеççĕ. Светлана Егоровна килнишĕн вĕсем те савăннă. Çитменнине тата кашни салтакăнах амăшĕсем юнашар пулма пултараймаççĕ. Пĕрин амăшĕ çук, теприн чирлĕ... Епле пулăшмăн? Пат ют çынсем çывăхланса кайма та ĕлкĕрнĕ икĕ эрне хушшинче. Шăп çакăн чухлĕ пулнă Тавăт хĕрарăмĕ госпитальте. Кашнине апат çитернĕ, сурансене тасатнă, калаçса кăмăла çĕкленĕ.
– Салтаксене хавхалантарас тесе палатăра стена çине телевизор çакса панă. Унта чуна лăплантаракан ÿкерчĕксем кăтартаççĕ, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи илемлĕ вырăнсемпе паллаштараççĕ. Вĕсене курсан ырă туйăмсем çуралаççĕ. Питĕ кирлĕ вăл салтаксене.
Волонтер ĕçне хутшăнать
Светлана Егоровнăпа Владимир Альбертович Егоровсем икĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕпе хĕрĕ те çемьеленнĕ. Анисса Голландире пурăнать пулсан, Григорий Мускавра тĕпленнĕ. СВО ветеранĕ Григорий хальхи вăхăтра пилотсăр вĕçев аппарачĕсемпе ĕçлет.
Светлана Егоровна та ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра алă усса ларма пултараймасть. Çĕвĕç пулнă май салтаксем валли труççисем çĕлет. Ку енĕпе ăна Павлушкăньри Иосиф Тимофеев пусмапа тивĕçтерет. Халĕ тата Кĕçĕн Тăван ялĕнчи волонтерсемпе ĕçлессине йĕркеленĕ. Вĕсем валли касса хатĕрлет те, унта çĕлесе параççĕ.
– Эпĕ салтаксем патĕнче пулса курнă. Вĕсене пирĕн пулăшу кирлине аванах ăнланатăп. Госпитале аманса илсе килнĕ чухне вĕсен тумĕнчен нимĕн те юлмасть. Акă халĕ минтерсем çĕленĕ çĕре хутшăнатăп. Пирĕн, амăшĕсен, пулăшăвĕ вĕсене çăмăллăх патăр.
«Ан кулян, эп килетĕп»
Ачасемпе куçа куçăн курса калаçсан кăна канлĕх тупать амăшĕ. Çавăнпах пулĕ ывăлĕ амансан килте хыпарсем кĕтсе ларма пултарайман.
– Гриша Самарăра чухне ун патне кайса килме шутларăм. Чечен вăрçине каяссине пĕлмен-ха ун чухне, анчах та чĕре систернех пулĕ çав. Хула урамĕсемпе уçăлса çÿренĕ чухне мана сăн ÿкерттерме салона кĕме сĕнчĕ. Нихăçан та сăн ÿкерттерессишĕн çунмасчĕ-çке-ха? Килĕшрĕм. Çул çинче шухăшласа килетĕп: «Юлашки тĕлпулу ан пултăрччĕ кăна!» Кайран çырусем киле пуçларĕç, лăплантăм, – аса илет Светлана Егоровна.
Ир пулсан та, каç пулсан та Турра кĕл тунă амăшĕ. «Анне, ан кулян, эп килетĕп!» – тени хăлхаран кайман. Шанăç панă, вăй-хăват хушнă. Никам та япăх хыпар илсе ан килтĕрччĕ тесе шухăшланă.
Çапăçу хирĕнче хăйсен пурнăçне çăлса хăварнă салтакăн амăшĕ ыттисемшĕн те амăшĕ вырăнĕнчех пулса тăрать. Акă иртнĕ Çĕнĕ çул уявĕнче Егоровсем патне хăнана Елчĕк тăрăхĕнчи икĕ салтак ятарласа килсе кайнă. Гришăн юлташĕ- сем иккен. «Сирĕн ывăл пирĕн пурнăçа çăлса хăварчĕ. Тавах Сире çакăн пек ывăл çуратса ÿстернĕшĕн», – терĕç вĕсем чĕререн тав туса. Хамăн ачасене йышăннă пекех йышăнтăм. Турри сывлăх патăрччĕ кăна. Амăшĕсен пилĕ хÿтлĕхре усратăрччĕ пирĕн ывăлсене.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.