Сăн ÿкерчĕкре - истори
Кашни çемьерех историн тĕрлĕ тапхăрне сăнлакан сăн ÿкерчĕксем типтерлĕн упранаççĕ. Вăхăт иртнĕçем вĕсен хакĕ ÿссе те пырать пулĕ. Кунта уйрăм çын е çемье, ял пурнăçĕн пĕр саманчĕ çырăнса юлать-çке. Ун пекки урăх нихăçан та пулма пултараймась. Унсăр пуçне сăн ÿкерчĕке алла илекене самантлăха та пулин иртнĕ вăхăта тавăрать.
Кăçал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине шута илсе вулакансене Чăваш патшалăх истори архивĕнчи тата Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче упранакан ĕçсемпе паллаштарма шутларăмăр. Кăмăл пулсан эсир те, хисеплĕ вулакансем, çемье архивĕнчи истори пĕлтерĕшлĕ сăн ÿкерчĕксене редакцие илсе килме пултаратăр. Чи ăнăçлисемпе хаçат вулаканĕсене паллаштарăпăр.
М.МИХАЙЛОВА.