Шахмат тĕнчине çул хываççĕ
Ехремкасси ял библиотекине иккĕн кĕрсе тăчĕç.
- Эпир паян палăртнă вăхăтчен кăшт маларах килме шутларăмăр, мĕншĕн тесен çĕнĕ кĕнекесем пăхса тухасшăн, - терĕ Дима Андреев.
- Маттур, питĕ ырă шухăш тытнă эсир, иртĕр маларах, сĕтел хушшине вырнаçса ларăр. Эпĕ хăвăртах хăвăра кирлĕ литературăна килсе парăп, - ырласа илчĕ ачасене Алина Андреева библиотекарь. Хăй çав вăхăтра аякрах мар вырнаçнă сĕтел патне васкавлăн утса çитрĕ те унти темиçе кĕнекене алла илчĕ, хыççăн пĕр тăхтаса тăмасăр библиотекăна килнĕ «хăнасем» патне каялла таврăнчĕ.
- Паян шахмат клубĕн черетлĕ занятийĕ пулнине манман пулĕ-ха эсир? - ачасем çине ыйтуллăн пăхса илчĕ библиотека ĕçченĕ.
- Çук, паллах, шахмат вăййинче хамăр ăсталăха ÿстерес тĕллевпе килтĕмĕр те эпир библиотекăна, ыттисем çитиччен вара çĕнĕ литературăпа паллашасшăн, - шухăша уçрĕ Руслан Алексеев.
Акă, шахмат тусĕсем кĕнеке страницисене уçма та тытăнчĕç, библиотекарь вĕсене вара чăрмантарма шутламарĕ, хăйĕн ĕç вырăнĕ патне пырса компьютер умне ларчĕ. Кашниех «ĕçе» пикеннĕрен библиотекăра темиçе минут пĕр сас-чÿ те илтĕнмерĕ. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, алăк яриех уçăлчĕ, пÿлĕме çитмĕл урлă каçнă арçын кĕрсе тăчĕ. Ку Ехремкасси ял библиотеки çумĕнче йĕркеленĕ «Шах и мат» клуб ертÿçи Виталий Ефимов пулчĕ.
- Ачасем манран маларах та килсе çитнĕ паян, анчах вырăнта пурте çук-ха иккен, кĕтер-и ыттисене? - ыйтрĕ вăл пÿлĕме куçĕсемпе пăхса çаврăнсан.
- Пирĕн тус-юлташсем кĕçех çитеççĕ, эпир унччен вăхăта усăсăр ирттерер мар, шахмат хăми умне ларар, - пĕлтерчĕç Димăпа Руслан.
Виталий Ефимов вĕсен кăмăлне пăсмарĕ, черетлĕ занятие уçрĕ, шахмат вăййин пĕлтерĕшĕ пирки каласа пама пуçларĕ. Çав самантра Николай Быков, Алексей Путеров, Кирилл Антонов тата ыттисем библиотекăна килсе те çитрĕç. Ачасем сĕтел хушшине йăпăр-япăр вырнаçса ларчĕç те вырăнти шахмат клубĕн ертÿçин сăмахне тимлĕн итлеме пуçларĕç. Виталий Степанович, пурте пухăнса çитнĕрен, шахмат вăййинче мĕнле майпа çĕнтермеллине тимлесех ăнлантарчĕ. Шкулта тĕрлĕ класра пĕлÿ пухаканскерсем унран куç вĕçертмерĕç, кашни сăмаха ăша хывма тăрăшрĕç, ыйту пама та пултарчĕç.
Виталий Ефимов Ехремкасси ял библиотеки çумĕнче йĕркеленĕ «Шах тата мат» клуба виççĕмĕш çул ертсе пырать. Вăл шахмат вăййипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă, тĕрлĕ шайри ăмăртусене пĕрре кăна мар хутшăннă, çĕнтерÿçĕсен йышне темиçе хутчен те лекнĕ, район чемпионĕ те пулнă, çавăнпа ăсталăхĕ çителĕклех. Виталий Степанович тăрăшнипех Ехремкасси тăрăхĕнчи ачасем виççĕмĕш çул шахмат тĕнчине çул хываççĕ, ăс-тăн çивĕчлĕхне ÿстереççĕ, ку вăййăн вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Клуба çÿрекенсем халĕ пурте шахмат «азбукине» вĕренсе çитнĕ, пуçламăш ăнланусене тахçанах ăша хывнă. Паянхи кун вара ăсталăха малалла туптаççĕ.
- Ачасем шахмат вăййипе интересленни питех те савăнтарать. Кунта вĕсем шахматла та выляççĕ, çавăн пекех пĕр-пĕринпе те хутшăнаççĕ, çапла майпа туслăха çирĕплетеççĕ. Кашниех пултаруллă. Ăмăртусене те хутшăнма хирĕçлемеççĕ. Ял библиотекинче клуб ĕçне йĕркелесе пыма услови çителĕклĕ пулнине те асăнмасăр иртме çук. Шахмат хăмисем те, сехечĕсем те пур, анчах вырăнта пысăк ушкăнпа ăмăрту ирттерме çителĕксĕртерех вĕсем, çавăнпа та шкулта ăс пухакансене ăнланса парне тăвакансем тупăнасса шанас килет, - ăнлантарчĕ Виталий Ефимов.
- Шахмат вăййипе туслашни çынна ăс-хакăл енчен аталантарать, малашлăхри çула уçма та пулăшать. Пурнăçра, кирек епле ĕçре тăрăшсан та, шахмата пĕлни кирлĕ пулма пултарать. Эпĕ вара шахмата юратакансене ялан тулли кăмăлпа кĕтсе илетĕп, вĕсем мĕнле вылянине ялан кăсăкланса пăхатăп, вăйă вĕçленсен ăшă сăмах каласа кашнин кăмăл-туйăмне çĕклеме тăрăшатăп, - калаçăва хутшăнчĕ Алина Андреева библиотекарь.
«Шах тата мат» клуба çÿрекенсем кашни занятире çĕннине вĕренеççĕ, шахмат вăййипе ытларах çывăхланаççĕ. Çавăн пекех шахматпа çыхăннă литературăна та тишкерсе тухма манмаççĕ. Çавна май вĕсем кĕнеке тусĕсем те пулса тăраççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.