Шкул лагерĕнче пурнăç савăк
Шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ. Ĕçĕ-хĕлĕ вара малаллах пырать. Вĕренÿ учрежденийĕсенче хĕрÿ тапхăр. Тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсемшĕн пĕр канăç та çук темелле. Экзаменсем пыраççĕ-çке. Ку тĕрĕслев витĕр кашни ăнăçлă тухма ĕмĕтленет. Хĕрсемпе каччăсен малашлăхĕ çавăнтан нумай килет. Çуллахи каникул пырать пулин те кĕçĕн классенчи ачасем тăван шкул ытамĕнчех-ха. Вăхăта хаваслă та интереслĕ ирттереççĕ вĕсем. Лагерьте канаççĕ ачасем. Сывлăха çирĕплетмелли, пултарулăха аталантармалли, культура пуянлăхĕпе паллаштармалли, умри тĕллевсене пурнăçламалли чи меллĕ вăхăт вĕренекенсемшĕн. Çавна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те Чăваш Сурăм шкулĕ çумĕнчи «Хаваслă планета» лагерьте.
Кунта кашни кунах уяв тейĕн. Хаваслă кĕвĕ янăрать. Ачасен илĕртÿллĕ шăв-шавĕ чарăнма та пĕлмест. Вăхăт килĕшÿллĕ, усăллă, интереслĕ иртет. Ĕç-хĕле «Хаваслă планета» лагерь начальникĕ Светлана Алексеева уçăмлатрĕ. Вăл биологипе хими вĕрентекенĕ. Опытлă педагог. Шкулта вăтăр çул ытла ĕçлет.
- Лагерьте виçĕ отряд. Кунта 92 ача çÿрет. Кану çул-йĕрĕ - 21-мĕш ĕмĕр çăлтăрĕсем. Ятарласа хатĕрленĕ программăпа килĕшÿллĕн тимлетпĕр. Лагерьти çирĕм пĕр кун тĕллевлĕ, усăллă иртет тесе калас килет. Ачасемпе пĕрлех вĕренекенсем, воспитательсем те. Кашни отрядрах тăваттăн вĕсем, - каласа пачĕ Светлана Александровна.
«Хаваслă планетăра» кану кун йĕркипе килĕшÿллĕн иртет. Кашни кун - тĕрлĕ мероприяти. Пĕрле пухăнса пĕтĕмĕшле заняти йĕркелеççĕ. Уйрăммăн та ĕçлеççĕ. Викторинăсем, спорт мероприятийĕсем, вăйăсем, ăсталăх класĕсем, юрă-ташă пĕрлештереççĕ ачасене. Пĕр куна, авă, Александр Пушкин поэта халалланă. Çавна май ачасем унăн юмахĕсене вуласа тишкернĕ. Унти сăнарсемпе сценка та хатĕрленĕ.
Лагерь пурнăçĕ никама та тунсăхлама памасть-мĕн. Куллен çĕнĕрен çĕнни кĕтет-çке. Шкул çумĕнчи «Шăнкăрав» ушкăнри ачасем те кулленех хаваслă канура. Инна Федотова, Марина Вениаминова воспитательсем, вĕсене пулăшакан Алина Потапова пĕчĕккисемшĕн кулленех тăрăшаççĕ. Пĕчĕк хĕрсемпе каччăсем йышра вăтăра яхăн шутланаççĕ. Вĕсене аталанса ÿсме пур майсем те туса панă. Аслисен тĕслĕхĕпе пĕчĕккисем те пурнăçран вуçех те юласшăн мар тейĕн. Вăйăсенче киленеççĕ, çав хушăрах ятарлă занятире ăс-хакăлне ÿстереççĕ.
Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхламалли экологи кунне ачасем хаваспах хутшăнса ырă ĕç те тунă. Ку енĕпе шкул директорĕ Петр Павлов пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартнине палăртма кăмăллă.
- Сурăм вăрманĕнче, Чашмавар варĕнче авалхи вăйлă çăлкуç пурри çинчен тахçанах илтнĕччĕ. Çавна май ятарласа çула тухрăм. Чылаях шыранă хыççăн тупрăм çут çанталăк ырлăх-пурлăхне. Каярах вара ку вырăна вĕренекенсемпе пĕрле çитрĕмĕр. Ĕмĕрхи çăлкуç япăхмасăр епле пултăр. Ăна çĕнетессишĕн тимлерĕмĕр. Тасатрăмăр. Пластик тăрпа хутăмăр. Ун тăрăх тап-таса, тăрă, сивĕ шыв шăнкăртатсах юхма тытăнни савăнтарчĕ. Çăлкуç шывне тутанса та пăхрăмăр. Ачасем кирлĕ те усăллă ĕç тунăшăн хĕпĕртерĕç, - каласа пачĕ Петр Петрович.
Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕпе килĕшÿллĕн лагерьте пурнăç вĕресе кăна тăрать. Вĕренекенсем вăхăта савăнăçлă, усăллă ирттерни - ырă пулăм. Мĕнех, малашне те лайăххи кăна пултăр вĕсемшĕн.
Елена ИВАНОВА.