Сурăм хĕрринче вырнаçнă вырăс ялĕ
«Вырăс Сурăм тăрăхĕнче пачах хăйне евĕр çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем тыткаларăшĕпе те, шухăшлавĕпе те, культурипе те районти ытти ялсенчен уйрăлса тăни сисĕнет», - текен шухăша палăртрĕ нумаях пулмасть ман пĕлĕш калаçăва тăван тăрăх çинчен пуçарсан. Чăнах та, чăвашсем хушшине 18 ĕмĕртех килсе тĕпленнĕ вырăссем кунта пурăнакан халăх культури çине витĕм кÿнех. «Апат-çимĕç пĕçерме те, кил-çурта тирпейлеме те вырăссенчен нумай вĕреннĕ», - каласа паратчĕç аслă ăрури хĕрарăмсем.
Хăй вăхăтĕнче Вырăс Сурăм ура çинче çирĕпех тăнă. Ял совечĕ те, шкулĕпе клубĕ те, колхоз правленийĕ те кунта вырнаçнăран çак тăрăхра пурăнакансемшĕн центр пулнă. Пысăк уявсемпе пухусем – пурте кунта йышлă халăхпа иртнĕ. «Кашни ялăн тенĕ пекех хăйĕн ĕç бригади пулнă. Машинăпа трактор паркĕнче те, уй-хирте те ĕç вĕресе кăна тăнă. Анчах та саманан авăрне пĕр шелсĕрех лекрĕ пысăк хуçалăх», - аса илет хăй вăхăтĕнче Калинин ячĕллĕ хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ Валерий Сорокин. Валерий Георгиевич шухăшĕпе, салари пĕртен-пĕр чиркÿ çуртне те упраса хăварайманни те хăй çинчен аса илтерсех тăрать, малалла аталанма такăнтарнăнах туйăнать. Чăнах та, икĕ хутлă йывăç çуртлă чиркĕве 1940 çулта хупнă хыççăн кунта ачасене вĕрентме пуçланă. Мĕн çĕнĕ шкул çурчĕ çĕкличченех Вырăс Сурăм шкулĕ кунта вырнаçнă. Кайран вара кирлĕ маррине кура пăсса аркатнă. Нумаях пулмасть Сурăм тăрăхĕнче пурăнакансем ун вырăнне пысăках мар часовня çĕклесе лартнă.
Темиçе ĕмĕр хушши Сурăм шывĕ хĕрринче вырăссемпе чăвашсем килĕштерсех пурăнаççĕ. Акă хальхинче те Вырăс Сурăм салин уявне виçĕ ял уявĕ тесех палăртрĕç. Самушкăпа Сатлайка ялĕсем те çумăнах вырнаçнă-çке. Тĕрĕссипе, ку тăрăха пĕрремĕш хут килсе куракансемшĕн ялсем хушшинчи чикĕсене палăртма та çăмăлах мар. Юнашарах вырнаçнăран пĕр пысăк ял пекех курăнаççĕ вĕсем.
Сурăмсем хăйсен уявне йăлана кĕнĕ вырăнтах, хăй вăхăтĕнче вырнаçнă шкулпа клуб çурчĕсем хушшинчи лапамра ирттерчĕç. Ирех хавас кĕвĕ уява йыхравлать, капăрлатнă сцена та хăнасене хăй патне пуçтарать. Курма килекенсене ларса канма меллĕ пултăр тесе хăйне евĕр тенкелсем хатĕрленĕ йĕркелÿçĕсем, улăм тюкĕсене шахмат мелĕпе вырнаçтарса тухнă. Çине тăрсан кирек мĕнле лару-тăруран та илемлĕн тухма пулать иккен! Инçех мар «Я люблю Русскую Сорму» тесе çырнă стела та сăн ÿкерĕнмелли хăйне евĕр лапам пулса тăчĕ.
Уява пухăннисене Юнтапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Мукин тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Марина Леонтьева саламларĕç. Республика кунĕ тата ял уявĕ ячĕпе саламланă май ку тăрăхри паллă ентешсене асăнчĕç. Совет Союзĕн Геройĕ Мирон Ефимович Ефимов, вăрçă ветеранĕ - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ Александр Алексеевич Моляков, педагогика ĕçĕн ветеранĕ - Çутĕç отличникĕ Василий Яковлевич Яковлев ячĕсем республика тата çĕршыв историне ылтăн сас паллисемпе кĕрсе юлнине палăртрĕç. Марина Михайловна аслисем çарăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине шута илсе Фаина Молякова ĕç ветеранне районти Пĕрлештернĕ клуб тытăмĕн Тав хучĕпе чысларĕç. Фаина Александровна 90 çула çитнĕ пулин те сцена çинчен анмасть, вырăнта тата районта иртекен мероприятисене пĕр сиктермесĕр çÿрет. Юрлас-ташлас хавалĕ çамрăк чухнехи пекех пысăк.
Уява Сурăмсем карталанса юрă юрланипе пуçларĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă каччăпа хĕр Сетнерпе Нарспие аса илтернĕнех шыв ăсма кайнине сăнласа пачĕç. Вырăнти ял клубĕ çумĕнчи «Русские зори» пултарулăх ушкăнĕн тĕрлĕ енлĕ концерт программи пухăннисене савăнтарчĕ. Роза Кузьмина клуб заведующийĕ тата Геннадий Яковлев баянист ертсе пыракан ушкăн куракансем умне вырăс тата чăваш юррисемпе тухрĕç. Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи артистсем те кÿршĕсене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Уява хисеплĕ вĕрентекен Эльвира Афанасьева ертсе пычĕ. Çак кун сцена çине тухса ял историне аса илсе каласа паракансем чылай пулчĕç. Галина Петровна Коновалова (Фадеева), Валерий Георгиевич Сорокин Вырăс Сурăм тăрăхĕнчи ялсен историйĕпе паллаштарчĕç. Çамрăксене хавхалантармасăр мĕнле-ха тата? Вырăс Сурăмĕнче пурăнакан Оксана Кузьмина кăçал Юнтапари вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухрĕ, çакна медаль илме тивĕçнипе çирĕплетрĕ. Чи çамрăк мăшăра та палăртмасăр хăвармарĕç. Вĕсем – Аркадийпа Роза Никифоровсем. Çемьене нумаях пулмасть кĕмĕл кайăк та вĕçсе килнĕ, пĕчĕк Мария çитĕнет. Çамрăк мăшăра йыш хушăннă ятпа саламларĕç уявра.
Вырăс Сурăм тăрăхĕ ĕçчен те пултаруллă çынсенчен пуян. Кăçал Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ пулнине шута илсе ял библиотеки ятарлă стендпа паллаштарчĕ. Кунта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Любовь Андреевна Яковлева, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Матрена Михайловна Михайлова, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Николай Александрович Соснин тата ытти паллă çынсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Паллах, ал ĕç ăстисемпе те мăнаçланма тултараççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Хальхинче Лидия Николаевăн çыхса тата тĕрлесе хатĕрленĕ ĕçĕсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Лидия Семеновна хăйĕн ĕçĕсемпе чылай курава хутшăнать. Чуна парса тунă ĕçсене куракансем ырăпа хаклаççĕ.
Шăрăх çанталăкра çăматă кирлĕ мар та-ха, анчах та тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли тăпăл-тăпăл йăваланă çăматăсем пухăннисене самаях тыткăнларĕç. Ахальскерсем кăна мар вĕсем, ÿкерчĕклĕ, чечекли те, тилĕпе шăши сăнлисем те пур. Ку илеме хатĕрлекенĕсем вара çемйипех тесен те йăнăш пулмĕ. Пиçенерти Сергей Федоров çăматăсем йăвалать пулсан, Татьяна хĕрĕ вара вĕсене чĕрĕлĕх кĕртет. Куллен усă курмалли япала мар, курава тăратмалли ĕç тейĕн. Ÿнер тĕнчипе ачаранах туслашнă хĕр упраçшăн илеме хатĕрлесси чун киленĕçĕ çеç. Хальхинче те уява пухăннисем унăн картинисемпе паллашса кăмăла çĕклерĕç. Тĕрĕссипе, Федоровсен çемйинче кашниех ал ĕçĕпе палăрать. Татьянăн шăллĕ Николай пирки те ал ларать тесе каламалла. Вăл та ÿкерме юратать. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕрен, ачисем ашшĕ-амăшнех хывнă çав. Сергей Евсеевич ÿкерме ăста пулнине таврара пурте пĕлеççĕ, мăшăрĕ Валентина та тĕрлĕ тум çĕлессипе пултаруллă.
Уяв тени тутлă шÿрпепе кăпăклă сăрасăрах иртмест çав. Ку енĕпе Сурăмсене ăмсанмалла çеç. Йывăçсен сулхăнĕнче ир-ирех тутлă шăршă сарăлма ĕлкĕрчĕ. Кунта хĕрарăмсем пысăк йышпа апат-çимĕç хатĕрлерĕç.
Вырăссурăмсен ял уявне аякра пурăнакан ентешсем те хапăлласах килнĕ. Тăвансемпе пĕрле пухăнса калаçнинчен ырри мĕн пултăр;! Малашне те ку ырă йăлана тытса пырасчĕ, ялти йăла-йĕркесене упраса хăварасчĕ теççĕ вĕсем.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.