Тарасовсем хастарлăха сÿнтермеççĕ
Ура çине ир пуснисем чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулаççĕ теççĕ. Çакна Эренарта пурăнакан Сергей Тарасов пирки каланăнах туйăнать. Мĕншĕн тесен ăна ĕç пиçĕхтернĕ.
Çитмĕл саккăрти арçынпа сăмах çăмхи майĕпенех сÿтĕлсе пычĕ. Калаçуран çăмăллăнах ăнлантăм - Сергей Петрович йывăрлăха çĕнтерсе пыма ялан вăй-хал çитернĕ. Вăл ачалăх çулĕсенче ытти тантăшĕсем пекех куллен шкул сукмакне такăрлатнă. Вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кун хыççăн кун иртсе пынă. Çамрăк Тени шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ те инçетри вырăна - Карагандана çул тытнă. Кунта профессипе техника училищинче тракториста вĕреннĕ. Казахстан çĕрĕ çинче техникăна çÿретнĕ. Çулталăкран çуралса ÿснĕ кĕтесе çаврăнса çитнĕ. «Динамо» хуçалăха ĕçе вырнаçнă - ДТ-54 трактор шанса панă. Çав вăхăтрах Етĕрнере водителе вĕренсе тухнă. Вăхăт нумай та иртмест, Сергей Петровичăн салтака кайма ят тухать. Вăл службăна Германире ирттерет. Икĕ çул çурăран тăван кĕтесе тĕреклĕ каччă пулса таврăнать. Хулана кайма шутламасть, ялта тĕпленсе пурăнма тĕллев тытать. Çавăнпах «Динамо» хуçалăхра хăй тÿпине хывма пуçлать. Автомашина рульне куллен алăран вĕçертмест. Кирек епле çанталăкра та автомашинăпа çула тухнă. Ăçта хушнă - çавăнта кайнă. Çăкăртан асли çук текен каларăша куллен асра тытнă. Ялан ĕçе юратнипе палăрса тăнă. Автомашинăна алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек лайăх тĕшмĕртнĕ. Аркансан кĕске вăхăтра юсама пултарнă. Техника тыткăнне лекнĕскер унăн чури яланлăхах пулса тăнă. Ĕçе чун-чĕререн парăннăскер мĕн хушнине тĕплĕн тума тăрăшнă. Бригадирта та вăй хунă вăл.
- Ирхи пилĕк сехет тĕлне кантура çитнĕ. Колхоз председателĕ кункаçа мĕн тумаллине палăртатчĕ. Ун патĕнчен тухсан вара ял çыннисем патне васканă. Бригада ĕçченĕсене утă та çултарнă, кăшман та кăларттарнă - çу каçипе ĕçĕ черетленсе пынă. Мĕн хушнине вара йăлтах вăхăтра пурнăçланă, - иртнине аса илчĕ Сергей Тарасов.
Çамрăк вăхăт çапла-çке вăл, чун-чĕрене юрату çавăрса илсен ниепле те хăтăлма май çук. Сергей Петрович Качалав пикине Ольга Аркадьевнăна килĕштерсе пăрахать. Ку хĕр унăн пурнăçри чи çутă çăлтăрĕ пулнине пĕр иккĕленмесĕр туйса илет.
- Ольга Тени шкулĕнче воспитательте ĕçлетчĕ. Автомашинăпа вăрмана ун валли вутă турттарса килме каймалла пулса тухрĕ. Çул çинче калаçса кайрăмăр. Хĕрĕн сăпайлăхĕ мана тыткăна илчĕ. Çавăн хыççăн пĕр-пĕринпе тĕл пулма пуçларăмăр. Ĕç хыççăн мотоциклпа Качалав ялне каяттăм. Иксĕмĕр çур çĕр иртиччен калаçса тăраттăмăр. Анчах та ирхине çывăрса выртман, йăпăр-япăр тумланнă та ĕçе васканă, - кăмăллăн калаçрĕ Эренар арçынĕ.
- Сергей Петрович манăн чĕрене пĕрре курсах вут тивретме пултарчĕ. Кăмăллă каччă пулнине çийĕнчех асăрхарăм çав, - хушса каларĕ Ольга Аркадьевна.
Туслăх хĕлхемне нумай вăхăт хĕмлентермеççĕ вĕсем. Каччă савнă çыннине çухатма шутламасть, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтать. Хĕр хирĕçлемест. Çапла вара 1971 çулхи август уйăхĕнче пĕрлешеççĕ. Мăшăр икĕ ачана кун çути парнелет.
1986 çулта отчетпа суйлав пухăвĕнче хуçалăх ертÿçин тилхепине тыттараççĕ. Сергей Тарасов çĕнĕ должноçре кăтартусене ÿстерсе пырассишĕн вăй-халне шеллемест. Тăрăшни сая каймасть, тырпул тухăçĕ çулсерен лайăхланать. Ертÿçĕ хăйне хĕрхенмест, хĕрÿ тапхăрта ир пуçласа каçчен ĕçрен татăлмасть, халăх ырлăх-пурлăхĕшĕн чунтан тăрăшать.
- Икĕ çул çурă колхоза ертсе пынă хыççăн техника çине куçрăм. Автобуспа вунă çул çÿрерĕм, тĕрлĕ çĕре çитрĕм. Вăл вăхăтра ялсенче каччăсемпе хĕрсем час-часах пĕрлешетчĕç, çавăнпа канмалли кунсене килте ирттермен, туй арăмĕсемпе пĕр-пĕр яла кайнă. Туй йăли-йĕрки вĕçленмесĕр те киле таврăнман. Мăшăр вара мана ялан ăнланнă, нимĕн пирки те ыйтса тĕпчемен, - терĕ ĕç ветеранĕ.
Арçын тракторпа та ĕçлесе курнă: суха та тунă, вăрман та турттарнă - пĕр ĕçе те тиркемен. Хĕл сиввинче те техникăна тапратса çула тухнă. Хастарскершĕн ĕçĕ тупăнсах тăнă.
Сергей Тарасов халĕ те икĕ алла усса ларма пултараймасть. Уншăн ир пуçласа каçченех мĕн те пулин тумалли тупăнса тăрать. Ăс-тăн çивĕчлĕхне çухатас мар тесе хаçат-журнал вулама юратать, çавăн пекех çу кунĕсенче мотоблокпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Çулĕсене пăхмасăр пĕчĕк техникăпа çĕр улми те лартать, утă та çулать - вăй-халĕ пуртан ывăннине пачах та туймасть. Мăшăрĕ те унăн ĕçе юратать. Кукăль тата ытти апат-çимĕç пĕçерме ăста. Халĕ иккĕшех килте, çавăнпа та кирек епле ĕçе те пĕрле калаçса пурнăçлаççĕ. Ĕçченлĕх вара хавхаланупа çыхăннă. Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланни çемье пурнăçне пĕр тикĕссĕн малалла шутарса пыма пулăшать, çавăнпа пĕрлех хастарлăх та сÿнмест.
- Вăхăт тени хăвăрт малалла шăвать. Иртни вара куç умĕнчен тухмасть, - пĕлтерчĕ Сергей Петрович.
Тарасовсене чун çирĕплĕхĕ йывăрлăхсем умĕнче пуçа устармасть. Алă çул ытла пĕрле пурăнса та пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман вĕсем. Пĕр сăмахпа, иккĕшĕн хушшинче килĕшÿ кăна хуçаланать. Çавăнпа телей кайăкне хăйсенчен нихăçан та вĕçертесшĕн мар. Çемье тăнăçлăхĕ кашнинчен килнине аван ăнланаççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.