Тăван шкулта ĕçлесси – пысăк яваплăх»
Кăçал «Земство вĕрентекенĕ» программа пулăшнипе Чăваш Енри шкулсене 16 вĕрентекен ĕçлеме килнĕ. Вĕсенчен пĕри – Элĕк округĕнчи Чăваш Сурăм шкулне.
Алексей Николаев çамрăк педагог ĕç биографине тăван шкулта çырма пуçланă. 2021 çулта Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă çамрăк «Педагогика вĕренĕвĕ» енĕпе физика тата информатика профилĕсене суйланă. Кăçал вăл алла диплом илнĕ хыççăн «Земство вĕрентекенĕ» программа пулăшнипе Чăваш Сурăм шкулĕнче физика тата информатика вĕрентме пуçланă. Тĕрĕссипе, Алексей Андриянович студент çулĕсенчех тăван шкулпа çыхăну тытнă.
«Тăван шкула таврăнни маншăн – питĕ пысăк яваплăх, çав вăхăтрах савăнăç та. Эпĕ кашни ачана пĕлетĕп, ял мĕнпе пурăннине куратăп. Хам шкул вăхăтĕнче мĕн илме пултарнине халĕ хамăн ачасене пама тăрăшатăп», – тет çамрăк специалист.
Пултаруллă çамрăк вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл кăçалтан Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче магистратурăра пĕлĕве малалла тăсать. Çав вăхăтрах ăслăлăх конференцийĕсемпе фестивалĕсене хастар хутшăнать. Нумаях пулмать «Юность Большой Волги» XXVII регионсем хушшинчи çамрăксен конференци-фестивалĕнче тĕпчев ĕçне хÿтĕлесе лауреат ята илме тивĕçнĕ.
«Земство вĕрентекенĕ» программа пулăшнипе çамрăксем яла таврăнни вĕренÿ тытăмĕнчи ырă тĕслĕх. Конкурс витĕр ăнăçлă тухнă вĕрентекенсем пĕр хутчен паракан тÿлев илеççĕ. Вăл 1 миллион тенкĕпе танлашать. Çак кунсенче программа пулăшнипе шкулсенче ĕçлеме пуçланă вĕрентекенсемпе Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров тĕл пулнă. «Эпир кашни çамрăк педагогра пысăк пуласлăх куратпăр, вĕсен пур пуçарăвне те пурнăçа кĕртме пулăшма хатĕр. Вĕсен вăй-халĕ, çĕнĕ шухăшĕсем тата наставниксен пулăшăвĕ паянхи ачасен вĕренĕвне тата та тухăçлăрах, кăсăклăрах тăвасса шанатăп», - тенĕ министр. Çĕнĕ вырăна хăнăхассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, професси аталанăвĕ пирки калаçнă. Сăмах май, программа шучĕпе Чăваш Енри шкулсене ĕçлеме регион тулашĕнчи вĕрентекенсем те килнĕ. Вĕсем Пушкăртстанран, Мари Элтан, Мускавран тата Чулхуларан. Çĕнĕ вĕрентекенсем акăлчан тата ытти ют чĕлхесене, математика, физика, информатика, истори, музыка вĕрентеççĕ, кĕçĕн классенче ĕçлеççĕ.
Марина МИХАЙЛОВА.
КОММЕНТАРИ
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
«Ялти шкулсене ĕçлеме килекен вĕрентекенсене, уйрăмах çамрăк специалистсене, пулăшасси – Чăваш Ен пуласлăхĕн инвестицийĕ. Учительсем шухăш-тĕллеве пурнăçа кĕртме, ачасем хăйсем ăçта пурăннине пăхмасăрах пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр тесе эпир майсем туса паратпăр».