Тавăт ача сачĕ Раççейре палăрнă
2022 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2023 çулхи мартăн 17-мĕшĕччен «Питĕ лайăх ача сачĕ» Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурс иртнĕ. Ăна Интернет-лапамра куçăмсăр майпа йĕркеленĕ. Унта шкул ÿсĕмне çитменнисен организацийсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информаци вырнаçтарнă. Вĕсен ĕçне çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан та кĕрсе пăхма, вĕсемшĕн сасăлама пултарнă.
Жюри пайташĕсем вара çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне ача садĕнче шăпăрлансен сывлăхне çирĕплетессипе, ăс-хакăл аталанăвĕпе тавракурăмне ÿстерессипе, пултарулăхне тупса палăртса уçса парассипе, ашшĕ-амăшне воспитани ĕçне явăçтарассипе, вĕсемпе çыхăну йĕркелессипе мĕнле ĕçлени çине пусăм тунă. Раççей шайĕнчи çак конкурса Элĕк муниципаллă округран Тавăтри «Пучах» ача сачĕ те хутшăннă. Апрелĕн 24-мĕшĕнче жюри Раççейри чи лайăх 1000 ача садне палăртнă. Жюри пайташĕсем шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденийĕн ĕç-хĕлне сăнакан видеоролика пăхнă хыççăн Тавăтри ача сачĕ чи лайăххисен шутĕнче пулнине пĕлтернĕ. Çĕнтерÿçĕ садиксене ятарлă удостоверени, медаль, Хисеп хучĕпе Диплом параççĕ. Çавăн пекех шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденине пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме май паракан сертификатпа чыслаççĕ.
Э.КУЗЬМИНА.