Театра - Гран-при
Театр - хăйне евĕрлĕ халăх шкулĕ. Сцена çинче чăн пурнăçа сăнланипе çынсен чĕрине витерет, илеме хаклама вĕрентет вăл.
Ялсенчи театрсем культура аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çакна курах ĕнтĕ патшалăх шайĕнче те ялсенчи халăх театрĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратас, вĕсене çынсене явăçтарас, аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Чи пултаруллисене палăртас тĕлĕшпе фестиваль-конкурс йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин Культура министерстви çулсеренех «Культура вăл - эпир» фестиваль-конкурс йĕркелет. Кăçал Элĕкри халăх театрĕ те асăннă фестивале Александр Островскийăн «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» спектакль сыпăкĕпе хутшăнчĕ. Хуçа хĕрĕн, Грушăн, сăнарне Людмила Андреева, купца рольне – Георгий Павлов, купца ывăлне, Ваççа сăнарне Николай Ильин вылярĕç, Сергей Иванов юмăç пулса жюри членĕсем умне тухрĕ. Кашниех хăйне çирĕплетсе панă сăнара куракан чĕрине тыткăнламалла вылярĕ. Çакна курах пысăк хак пачĕç те Элĕк халăх театрĕн пултарулăхне. Фестиваль-конкурс çĕнтерÿçисем тесе палăртса Гран-прие тивĕçрĕç. Унпа пĕрлех сцена костюмĕсене çĕлеме 100 пин тенкĕлĕх сертификат парса савăнтарчĕç.
Инна АФАНАСЬЕВА,
Элĕкри халăх театрĕн режиссерĕ.