Траншейăсем симĕс курăкпа тулаççĕ
Сар хĕвеллĕ çу кунĕсем. Тăван тавралăх ем-ешĕл тум тăхăннă. Илемĕпе илĕртет тăван Элĕк ен. Уйĕ-хирĕсем вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс евĕр хумханаççĕ. Çурхи ĕçсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Вĕсем епле иртни вара куç умĕнчех. «Новый путь» хуçалăхăн анлă уйĕсем, авă, ытарми ешереççĕ. Мĕнех калăн, ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттернĕ кунта. Тĕш тырă культурисене вăхăтра, лайăх пахалăхпа акса хăварнă. Çавна май халĕ калча хÿхĕм çитĕнет. Паллах, ахальтенех мар. Агротехника комплек- сĕнчи ĕç-хĕле пĕлсе, кирлĕ пек пурнăçлаççĕ. Çавна Николай Тихонов агроном уççăнах палăртрĕ.
- Кăçал тĕш тырă культурисене 623 гектар çине акса хăвартăмăр. Уйрăммăн илсен, урпа 250 гектар, çурхи тулă - 243, сĕлĕ 130 гектар йышăнаççĕ. Кĕрхи тулăпа ыраш лаптăкĕсем 507 гектар шутланаççĕ, - пĕлтерчĕ опытлă специалист.
Вăл палăртнă тăрăх, калчасене лайăх пăхса ÿстересси тĕп вырăнта. Уйра çумкурăк таврашĕ вуçех те пулмалла мар. Çавăн пекех ÿсен-тăрана чир-чĕрпе хурт-кăпшанкă сиенлесси те. Ку енĕпе тивĕçлĕ мера йышăнма ĕлкĕрнĕ те. Калча уйĕсене гербицидпа, ытти хими тата биологи препарачĕсен хутăшĕпе имçамланă. Çак ĕçе мĕнпур лаптăк çинче пурнăçланă. Халĕ, авă, сип-симĕс калча уйĕсем ешерсех пыраççĕ, пысăк тухăç парасса шантараççĕ. Уй-хир ĕçĕсен хăйне май йăли-йĕрки, черечĕ те. Пĕрин хыççăн тепри ăмăртсах пыраççĕ тейĕн. Калчасене пăхса ÿстернипе пĕрлех выльăх апачĕ хатĕрлеме те вăхăт çитрĕ.
Симĕс ĕççи пуçланнă та хуçалăхра. Элĕк муниципаллă округра нумай çул ÿсекен курăксене пуринчен малтан çулма тухнă. Люцернăпа клевер тата ытти хутăш курăксем пурĕ 716 гектар çинче. Хĕрÿ ĕç шавĕ Çулавăç çывăхĕнчи уйра пуçланнă. Михаил Егоров тата Данил Барышкин агрегачĕсем çаврăм хыççăн çаврăм тунă. 124 гектар йышăнакан уйра çуласси кал-кал пулса пынă.
- Курăк лайăх çитĕннĕ. Ешĕл масса гектартан 100 центнертан кая мар тухать. Унран сенаж хыватпăр. Унччен вара курăка технологие пăхăнса хатĕрлемелле. Паккуссене салатса кушăхтармалла. Ку енĕпе Андрей Ганин агрегачĕ ĕçлет. Пухса вĕтетнĕ курăка вара сенаж хывнă çĕре турттаратпăр, - каласа пачĕ Николай Иванович.
Самаях пысăк уй тем хушăрах çаралнă. Симĕс массăна Чăваш Сурăмĕнчи сĕт-çу комплексне пĕр вĕçĕмсĕр турттарса тăнă. Çапла Александр Евдокимов, Геннадий Николаев, Николай Порфирьев водительсем хăватлă КамАЗсемпе, Александр Алексеев, Валерий Арсентьев, Эдуард Степанов ГАЗ-53 автомашинăсемпе рейс хыççăн рейс тунă. Чылаях пысăк траншея сĕтеклĕ курăкпа тулсах пынă. Технологие пăхăнса ĕçленин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртаççĕ ĕçченсем. Ку енĕпе специалистсем яваплă. Регина Долгова тĕп зоотехник, выльăх апачĕ енĕпе ĕçлекен Татьяна Иванова зоотехник пăхса, сăнасах тăраççĕ. Массăна кирлĕ имçам хушаççĕ. Траншейăри курăка пусăрăнтаракансем - Петр Викторов, Владимир Михайлов, Станислав Филиппов агрегачĕсем. Хăватлă техника пĕр вĕçĕмсĕр малалла-каялла хутлать. Курăк сийĕ пусăрăнса пиçет, тутлăланать те. Ахальтен мар ĕнтĕ ку апата траншейăри улăх теме пăхаççĕ. Туп-тулли траншейăна часах ятарлă çивиттипе хуплаççĕ.
- Икĕ-виçĕ кунра пĕр тонна çурă паха апат янтăларăмăр. Сенаж-силос çулленех тулăх хатĕрлетпĕр. Иртнĕ çулхине те çитерсе яман-ха. Пуçламан траншея та пур, - савăнса калаçрĕ хуçалăх заведующийĕ, Анатолий Афанасьев бригадир.
Хĕрÿ ĕç вĕçленнĕ тĕле кооператив директорĕ Сергей Майоров та çитрĕ. Вăл траншейăна пусăрăнтаракан трактор кабинине механизаторпа юнашар ларсах ĕç-хĕле тишкерчĕ. Ертÿçĕ те тутлăхлă апат ытлă-çитлĕ пуласса шанать. Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Хĕрÿ ĕç шавĕ Какаç ялĕн уйне куçрĕ. Кунти курăка Мăн Шĕвĕшри сĕт-çу комплексне турттараççĕ. Каллех сенаж хываççĕ. Черетре - Юлăшсем те. Симĕс ĕççи сарăлсах пырать. Сенаж хывнипе пĕрлех утă тулăх хатĕрлеме палăртнă. Кукуруза силосĕ янтăлассипе те ырă тĕслĕх кăтартать хуçалăх. Ку культурăна кăçал чылай акса хăварнă. Лайăх шăтса тухнă. Ешерсех пырать «уй-хир пики».
Елена ТИМОФЕЕВА.