Тухтăрсен мобильлĕ бригади ачасен сывлăхне тĕрĕслерĕ
Чăваш Енре яллă вырăнсенче пурăнакан ачасене ятарлă медицинăпа санитари пулăшăвĕ парасси çине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпех Республикăри ачасен клиника больницинче врачсен мобильлĕ ушкăнне йĕркеленĕ. Асăннă ушкăн çулталăк хушшинче кашни районах çитме ĕлкĕрет. Январĕн 16-мĕшĕнче Элĕкри тĕп больницăна та ачасен клиника больницин консультаци паракан поликлиника заведующийĕ ертсе пынипе врачсен ушкăнĕ килсе çитрĕ. Аллерголог-иммунолог, ачасен кардиологĕ, гастроэнтерологĕ, неврологĕ, травматолог-ортопечĕ ачасен сывлăхне тĕрĕслерĕç. Специалистсем 78 ачана йышăнчĕç, ятарлă медицина пулăшăвĕ кирлисене хушма тĕрĕслевсене кайма направленисем, сиплев енĕпе сĕнÿсем пачĕç.
Çавăн пекех И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта Ачасен сыв- лăхне тĕрĕслекен республика центрĕн специалисчĕсем ĕçлерĕç. Врачсен бригади вĕренекенсен сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине тĕрĕслерĕ, пуçламăш тапхăрти чирсене тупса палăртрĕ.
Ашшĕ-амăшĕ республикăри врачсен бригади вырăна тухса ачасен сывлăхне тĕрĕсленипе, ĕçе çакăн пек йĕркеленипе кăмăллă юлчĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕн ача сывлăхĕпе пăшăрхану пур пулсан, Шупашкарти специалистсенчен сĕнÿ-канаш илес тесен районти ача-пăча консультацийĕнчи вырăнти педиатрсем патне килмелле. Кунта Республикăри ачасен клиника больницине черете çырăнмалла. Кашни тĕпренчĕкех вăхăтра пулăшу парасси педиатрсемпе ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи тивĕçĕ пулнине пурин те асра тытмалла.
Алина ДАНИЛОВА,
участок педиатрĕ.