Тыл ĕçченĕ медале тивĕçнĕ
Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ çитнĕ май округри вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилей медалĕсемпе чыслама пуçланă.
Çак кунсенче Вутлан ялĕнчи Ксения Тарасовна Тарасова 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çавра çулпа ăна Элĕк округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев ăшшăн саламланă. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул» медальпе чысланă тата асăнмалăх парнепе хавхалантарнă. Ялти культура ĕçченĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.
Ăшă калаçу пынă май хисеплĕ юбиляр хăйĕн çамрăклăхне, вăрçă çулĕсене аса илсе каласа панă. Унăн ачалăхĕ тантăшĕсенчен нимпе те уйрăлса тăман. Йывăр вăрçă çулĕсенче ачасем аслисемпе пĕрле колхозра тĕрлĕ ĕçе хутшăннă: сухаланă, акнă, тырă вырнă. Вăрçă чарăнсан хĕр упраç тăван колхозра ĕçлеме тытăннă.
Ксения Тарасовна тирпейлĕхпе, тасалăхпа палăрса тăнă. Вырăс Сурăмĕнчи больницăра санитарка пулса ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван «Атăл» колхоза пулăшса, килти хуçалăха тытса, пĕр канмасăр вăй хунă.
Пурнăç çулĕ çинче нумай тÿснĕ пулин те Ксения Тарасовна питĕ кăмăллă та тарават, хастар çын. Яланах кÿршĕсемпе тĕл пулма юратать, тĕнчере, çĕршывра тата хăйĕн ялĕнче мĕн пулса иртнипе кăсăкланать.
Олеся СИДОРОВА.