Уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă
Элĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Александр Терентьев уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 7260 гектар, çав шутран çурхи тулă - 3986, урпа - 2765, сĕлĕ 346 гектар акнă. Çĕр улми 548 гектар лартнă. Пахча çимĕçсене 25 гектар акнă-лартнă.
Палăртнă лаптăксене акса хăварма 1426 тонна кондициллĕ вăрлăхпа усă курнă. Пысăк репродукциллĕ элита тата суперэлита вăрлăх 116 тонна туяннă. Пулăх тăварĕсемпе 1230 тонна усă курнă.
Усă курман çĕрсем 1528 гектар шутланаççĕ. Çав шутран Тавăт территори пайĕнче 206 гектар, Крымсарайккăра - 153, Юнтапара - 64, Чăваш Сурăмĕнче - 165, Шĕмшешре - 484, Йăлкăш территори пайĕнче 187 гектар.
Ял хуçалăх культурисене пăхса ÿстерессипе ĕçсем пыраççĕ. Пурĕ 4356 гектар имçамланă. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пуçланнă. Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх малта пырать. Кунта сенаж хывассине лайăх йĕркеленĕ.
С.ИВАНОВА.