Уй-хир механизатора кĕтет
Халĕ тракторсемпе вĕсен прицепĕсене, çавăн пекех хăй тĕллĕн куçса çÿрекен ял хуçалăх машинисене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç малалла пырать.
Ытларикун «Новый путь» хуçалăхра та техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Пурĕ хĕрĕх тăватă трактора тĕрĕслеве тăратнă. Вĕсем тĕрлĕ маркăллă, тĕрлĕ лаша вăйĕллĕ. Патшалăх техника надзорĕн Элĕк енри тĕп инспекторĕ вĕсене пур енчен те пăхса тухрĕ. Техникăн тĕп ĕçлев пайĕсемпе пĕрлех çутатакан, сасă паракан хатĕрĕсен юсавлăхне тĕрĕслерĕ, çавăн пекех трактор çинче медаптечкăпа огнетушитель пуррипе те интересленчĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче механизаторсем хăйсене шанса панă техникăна пысăк яваплăха туйса хатĕрлени палăрчĕ. «Юсавлă та шанчăклă техникăпа çеç уй-хирте тухăçлă ĕçлеме май пур. Техникăна вара çулсеренех çĕнетсе пыратпăр. Пĕлтĕр МТЗ - 952 маркăллă çĕнĕ трактор туянтăмăр. Вăл халĕ Мăн Шĕвĕш ферминче ĕçлет», - ăнлантарчĕ хуçалăхра механикра ĕçлекен Виктор Сорокин.
Çав кун машинăпа трактор паркĕнчи пур трактор та тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕ. Пĕчĕк кăлтăксем тупăнкаларĕç-ха, вĕсене вара механизаторсем çийĕнчех пĕтерчĕç.
Техника тĕрĕслевĕ хыççăн кĕске канашлу пулчĕ. Патшалăх техника надзорĕн Элĕк енри инспекцийĕн начальникĕ Александр Федоров тата «Новый путь» хуçалăх ертÿçи Сергей Майоров механизаторсене хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче техника хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли çинчен аса илтерчĕç, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç, техника уй-хир ĕçĕнче тĕп вăй пулнине палăртрĕç.
Кăçалхи çуракинче кунти механизаторсен пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ сахал мар, çурхи культурăсене 850 гектар çинче акса хăвармалла. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Александр Иванов каланă тăрăх, механизаторсем кăкарса ĕçлемелли агрегатсене тепĕр хут пăхса тухнă, вĕсене вара йăлтах хатĕрлесе çитернĕ. Тракторсем çинче опытлă ĕçченсемпе пĕрлех çамрăксем те тăрăшĕç. «Новый путьре» вăрлăха ака стандартне лартнă, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе удобренисем çителĕклĕ чухлĕ кÿрсе килнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăх çурхи ака-суха ĕçĕсене пуçăнма хатĕр, çĕр типсе çитессе кĕтмелли çеç юлать.
Юрий КОРНИЛОВ.