Умра – яваплă тапхăр
Май уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енре, вăл шутра Элĕк округĕнче, шкулпа сывпуллашакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал пирĕн республикăра 5 пин çамрăк 11 класран тата 15 пин 9-мĕшĕнчен вĕренсе тухаççĕ. Элĕк округĕнче 11-мĕш класран 56-ĕн алла аттестат илме хатĕрленеççĕ пулсан 9-мĕш класс пĕтерекенсен шучĕ 163.
Уяв мероприятийĕсене кашни шкултах анлăн ирттерчĕç. Кунта округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, округ администрацийĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев Юнтапа шкулĕнчи уява хутшăнчĕ. Вăл вунпĕр- мĕшсемпе тăххăрмĕшсене саламланă май экзаменсенче ăнăçу сунчĕ, кулленех аталанмаллине, çĕнни патне ăнтăлмаллине палăртса каларĕ. Тухса калаçакансем профессие алла илме хатĕрленекен çамрăксене вĕренсе тухсан тăван тăрăха таврăнма, çуралнă Элĕк ен ырлăхĕшĕн тăрăшма чĕнсе каларĕç.
Вĕренекенсемпе çак савăнăçлă пулăма учительсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те пайларĕ. Кĕçĕннисем те именмесĕрех сцена çине хăпарса сăвăсем каларĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе шкулпа сывпуллашакансем сăмах илчĕç, тав сăмахĕ каларĕç. Кĕçех округри шкулсенче юлашки шăнкăрав янăраса кайрĕ. Умра – яваплă тапхăр – экзаменсем.
Çак кун пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче саламланă. Кунта Чăваш Енри пултаруллă 800 вĕренекен йышĕнче Элĕк округĕнчен Чăваш Сурăм шкулĕнчи Даниил Гаврилов, Марианна Арсентьева, Каринăпа Камилла Филипповăсем хутшăннă.
М.МИХАЙЛОВА.