Умра - çĕнĕ тапхăр
Шкул пĕтерни çинчен пĕлтерсе янăракан шăнкăрав сассине кашни шкул ачиех чăтăмсăррăн кĕтет. Акă кăçал Элĕк округĕнчи шкулсенчи 9-мĕшпе 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем валли кĕтнĕ уяв майăн 24-мĕшĕнче пулса иртрĕ.
Ачасене пурнăçри пĕлтерĕшлĕ тапхăрпа Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев, Элĕк округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Эдикт Волков, Элĕк вăтам шкулĕн директорĕ Владислав Волков саламларĕç, экзаменсене ăнăçлă тытса хăйсем суйласа илнĕ çулпа çирĕппĕн утма сунчĕç. Класс ертÿçи Валентина Запасова, пĕрремĕш вĕрентекенсем Вера Иванова тата Фаина Тихонова юратнă вĕренекенĕсене ăнăçу сунчĕç, ачалăх çулĕсенчи тус-юлташсем пурнăçра тĕрев пулнине асра тытма сĕнчĕç. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕ те чĕререн тухрĕ. Вĕсем хăйсен çуначĕ айĕнчен тухакан ачисене телейлĕ çул сунчĕç. Ку чухне аслисене кĕçĕннисем саламламасăр мĕнле-ха вăл? Малашлăхра ăнăçу сунса шкула килсе çÿреме йыхравларĕç, уяв тĕлне пăхсамăр вĕреннĕ сăвă сăмахĕсене пурте илтмелле тăрăшса каларĕç. Асăнмалăх пĕчĕк парнесем те тыттарчĕç. Хăйсем аллипе хутран хатĕрленĕ Навигатор самолечĕсем çине ырă сунса çырнă сăмахсем шкул пурнăçĕ çинчен аса илтерсе тăрасса шанаççĕ вĕсем.
Вун пĕрмĕшсем хăйсем те сăмах илчĕç. Тав сăмахĕсем вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ ячĕпе янăрарĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе уяв программине флешмоб йĕркелесе пуянлатрĕç. Хăйсен савăнăçне ташă чĕлхипе палăртрĕç пулинех.
9-мĕшпе 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен чĕрисене хумхатса юлашки шăнкăрав янăраса кайрĕ. Хальхинче ăна Михаил Барашовпа Анна Гордеева тата Богдан Сорокинпа Дарья Ананьева янăраттарчĕç.
Умра яваплă тапхăр – выпускниксем экзаменсем тытаççĕ. Ăнăçу сунатпăр!
(Хамăр инф.)