Умри ĕçсене те пĕрле тăвăпăр
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн 39-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Унта Элĕк округ делегацийĕ те хутшăннă.
Делегатсем 2022-2026 çулсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, декабрĕн 5-мĕшĕнче Мускавра иртекен партин 24-мĕш съездне хутшăнакансене палăртнă. «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн Секретарьне пĕр саслăн пулса Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председательне Сергей Артамонова суйланă. Регионти политика канашне уçă сасăлавпа партин 46 представителĕ кĕнĕ. Политканаш президиумне тата тĕрĕслев комиссине вăрттăн сасăлавпа суйланă.
2026 çул пирĕншĕн уйрăмах хăйне евĕр пулнине палăртнă Сергей Геннадьевич. «Эпир пĕрле суйлав ирттертĕмĕр, «Тăнăç пурнăçа утăм» çĕнĕ парти проектне ĕçлеттерсе ятăмăр, Ветерансен союзне йĕркелерĕмĕр, чи кирли вара – Халăх программине çĕнĕрен çыртăмăр, ăна регионăн Комп- лекслă программипе килĕшÿллĕн йĕркелерĕмĕр. Халĕ кашни наказăн конкретлă адресĕ, вăхăчĕ, бюджетри укçи-тенки, яваплă çыннисем пур.
Çак çулталăка эпир пĕрле утса тухрăмăр. Умри ĕçсене те пĕрле тăвăпăр. Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» - терĕ вăл.
Конференци хыççăн Сергей Артамонов партин регионти пайташĕсемпе тĕл пулнă, общество ĕçĕнче палăрнисене чысланă. Кунтах кашни парти проекчĕпе «Чи лайăх муниципалитет ертÿçи» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртнă. Вĕсен йышĕнче Элĕк округĕнчи муниципаллă координаторсем пулнине палăртма кăмăллă. «Раççейри ял» парти проекчĕн Элĕк округĕнчи координаторĕ Лидия Никитина пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх шкулĕ» парти проектне муниципалитетра йĕркелесе пыракан Иван Никифоров 2-мĕш степеньлĕ диплом илнĕ. 3-мĕш степеньлĕ дипломпа Эдикт Волкова («Пĕрлĕхлĕ çĕршыв – юрăхлă хутлăх» парти проекчĕн муниципалитетри координаторĕ), Нина Андреевăна («Халăх тĕрĕслевĕ»), Марина Леонтьевăна («Муниципаллă депутат») тата Вячеслав Ефимова («Çирĕп çемье») палăртнă. Çавăн пекех партин Ураскилтри пуçламăш уйрăмĕн секретарĕ Мария Степанова пуçамăш организацисен регионти конкурсĕнче 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Унăн ĕçне «Сасăлава хутшăнма май пурри çинчен граждансене пĕлтернин чи лайăх кăтартăвĕсем» номинацире хакланă.
Марина МИХАЙЛОВА.