Вăхăта тытса чарма çук
Аслă вăрçă совет халăхне мĕнле инкек илсе килни çинчен каласа та пĕтереймĕн. Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă, халĕ Элĕк салинче пурăнакан Роза Егоровна Судаковăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕ. Хĕç-пăшал сассине те, снарядсем çурăлнине те курман-илтмен, анчах сивви-выççине пĕтĕмпех курнă. Çавăнпа та терт-нушине сахал мар чăтнă. Халĕ вăл 85-ре, апла пулин те хыçа юлнă кунсене манма пултараймасть.
- Эпир çемьере тăватă ача çитĕннĕ. Аттене 1942 çулта вăрçа илсе кайнă. 1946 çулта киле сывах таврăнчĕ. «Эп нихăçан та никама та вĕлермен», - тетчĕ çывăх çыннăмăр. Вăл вара çапăçусене хутшăнман, унăн вилнĕ салтаксене лашапа пуçтарма тивнĕ. Киле килсен пĕрле çÿренĕ юлташне пĕрмай аса илетчĕ. Вăрçă çулĕсенче иртнĕ ачалăха çăмăл тесе калаймăн. Анчах та атте вăрçăран тĕрес-тĕкел çаврăнса çитсен хамăра телейлĕ туяттăмăр, - калаçăва пуçларĕ Роза Егоровна.
Вăл пĕр самант шухăш авăрне путса илчĕ те хыççăн сăмах çăмхине малалла сÿтме пуçларĕ.
- Пытармасăр каласан, эпĕ уйра çитĕннĕ. Мĕншĕн капла калатăп тетĕр-и? Пĕчĕк хĕрне утьăкка сиктерме вăхăчĕ пулманран анне мана вырма вăхăтĕнче хăйпе пĕрле уя илсе тухнă. Кăкăр ачине кĕлте çумне выртарнă та хăй çурлапа тырă вырма пикеннĕ. Вăл кунĕпе пилĕке тÿрлетмесĕр ĕçленĕ. Кăнтăрла çитсен кăна ман пата пынă, выçă выртаканскере апат çитернĕ. Кăшт канса илнĕ те каллех алла çурла тытнă. Хĕвелĕ хĕртсе пăхать-и е çилĕ тустарать-и - пурпĕр ана çинчен уйрăлман, каç пулттипе кăна киле кайнă. Мана та пĕрле илнĕ паллах, - терĕ вăрçă ачи.
- Анне, эсĕ ачалăх çулĕсене лайăхах ас тăватăн пулĕ? - интересленчĕ Людмила хĕрĕ.
- Ачалăхри кунсем халĕ те чĕререх. Вăрçă çулĕсенче юр ирĕлсе пĕтсенех çара уран чупма тытăннă. Çуркунне çитнишĕн хĕпĕртенĕ-ши, урамра качака путекки пекех сиккелесе çÿренĕ. Вылямалли япаласем пулманран çăпатана кантрапа туртса чупаттăмăр. Пушăлла мар, ун çине утă чиксе тултараттăмăр. Хамăр хыççăн вара тусан вĕçетчĕ кăна. Çапла, пурнăçĕ çăвара пыл хыптармасан та савăнма пĕлнĕ эпир. 1946 çулта, ытти тантăшсем пекех, пĕрремĕш класа кайрăм. Урара çăпата. Ручка çук, çавăнпа хут çине чернилпа çыраттăмăр. Кĕнекепе шкул тивĕçтеретчĕ, урокра учитель мĕн каланине тимлĕ итлеттĕмĕр, мĕншĕн тесен класри пур ачан та лайăх паллă кăна илес килнĕ. Килте те каçхине кĕнекене алла тытнă. Краççын çутипех вуланă. Шкула вăл вăхăтри ытти ача пекех пир сумкăпа çÿренĕ. Кăнтăрла хырăм выççине кăштах та пулин ирттерсе ярас тĕлĕшпе хупăлла çĕр улми çинĕ. Пашалу вара сайраран кăна ас тивнĕ. Килти хуçалăхра ĕне тытнă эпир, çавă та пурнăçа кăштах сыпăнтарса пыма пулăшнă пире. Анчах та вăрçă вĕçленнĕ çул çу кунĕнче ĕне уйра тăруках чирлесе ÿкрĕ. Ăна çавăтса килчĕç. Тăватă ураллăскер çĕр çине выртрĕ те тек ура çине тăраймарĕ. Ачасене мĕн çитерес тесе анне çав вăхăтра выртса макăрчĕ. Ĕне илме укçа çитменрен пасартан чăкăт туянса килетчĕ те пире пĕр пек валеçсе паратчĕ. Юратса çиеттĕмĕр вара ăна. Нушине курса ÿсрĕмĕр ĕнтĕ, çавах та çĕршыва юрăхлă çын пултăмăр, ята ямарăмăр, - иртнине куç умне кăларчĕ Роза Судакова.
Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чух, каникул кунĕсенче, колхоз ĕçне хутшăнма пуçланă, уй-хирте пучах пухса çÿренĕ. Ачасем аслисемпе тан ир тытăнса мĕн хĕвел анса лариччен тар тăкнă. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра çулнă утта тавăрма тухнă. Курăка ытларах çырмаллă вырăнта çулнă, çавăнпа та ăна типĕтсен çÿллĕрех вырăна вĕренпе туртса хăпартнă. Хĕрÿ ĕçре кĕреплене кунĕпе те алăран вĕçертмен, бригадир мĕн каланине тĕплĕ тунă. Пĕр сăмахпа, пурте пĕрле тăрăшнă. Сентябрь уйăхĕ çитсен каллех парта хушшине кĕрсе ларнă, вĕренĕве малалла тăснă. Роза Судакова каланă тăрăх, вăрçă çулĕсенче те, хыççăн та пурнăç йывăр пулнă. Хăш-пĕр çынсем выçăллă-тутăллă пурăннă. Хĕлле пÿрчĕсене хутса ăшăтма вутă-шанкă та çитмен, сивĕрех çывăрнă. Пахчара кăшкар утине, мăяна, ытти курăка татса çинĕ. Курăк пулăшнипех выçса вилмен. Вăл Ураскилтри вăтам шкула пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн алăкне уçнă, студент пулса тăнă.
- Эпĕ шкулта аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра учитель пулма шутларăм. Анчах та ял хуçалăх институтне стипенди лайăхрах тÿленĕрен вĕренме кĕтĕм. Çу кунĕсенче студентсен отрячĕпе Казахстана та, ытти вырăнсене те çитнĕ. Хамăра тĕрлĕ ĕçре виçĕ уйăх тĕрĕсленĕ. Унтан вара укçа-тенкĕпе таврăннă. Çакă та мана пурнăçра пулăшнă, хама мĕн кирлине илме пултарнă. Институтра лайăх вĕрентĕм, алла диплом илтĕм, - студент çулĕсене аса илчĕ Роза Егоровна.
Ăна направленипе Тăвай районĕнчи Енĕш-Нăрваш шкулне ĕçлеме янă, ачасене биологи предметне вĕрентнĕ, çавăн пекех вĕсемпе çĕр çинче те ĕçленĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç туса илнĕ. Çемьеллĕ пулсан тăван кĕтесе таврăннă, Элĕкри вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Кунта та ăна çĕр лаптăкĕ уйăрса панă, çавна май çуллахи вăхăтра тĕрлĕ классенче вĕренекенсемпе тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Сухан, хĕрлĕ кăшман тата ытти пахча çимĕç туса илнĕ. Вăл ертсе пыракан производство бригади республикăра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çавăншăн вĕренекенсемпе пĕрле Кострома хулинче иртнĕ слета кайса килнĕ.
- Куллен ачасемпе пĕрле пулнăран вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Сакăр вун пилĕк çул вăл сакăр вун пилĕк кун мар, çавăнпа пурнăçăн тĕрлĕ самантне куратăн. Халь акă ир тăрсан ĕçе васкамалла мар, кунĕпех канлĕхре пурăнатăн, анчах ватă çыншăн кĕлеткере ыратакан вырăнĕ тăтăшах тупăнать, çавăнпа пÿртрен урама тухмастăп, кĕнеке алла тытатăп, телевизор пăхатăп е радио итлетĕп - сехет йĕппи çаплипех малалла шăвать те, каç пулнине те сисместĕп вара тепĕр чух, - пĕлтерчĕ ватă.
Ĕçре хастарлăхпа палăрнăран хисепе пĕрре мар тивĕçнĕ. Роза Егоровна - вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ. Вăл шкулта ачасемпе ĕçленĕ чух ывăннине нихăçан та туйман. Шăпа кÿнĕ хăш-пĕр йывăрлăха çĕнтерме ялан хевте çитернĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.