Хĕрачасем те хутшăнчĕç турнира
Çулсеренех Ураскилтсем сентябрĕн 21-мĕшĕнче чиркÿ праçникне паллă тăваççĕ. Аслисем кĕлĕсене хутшăнса сăвап илеççĕ пулсан, шкул ачисем вара спортра вăй виçеççĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем мини-футбол турнирне хутшăнаççĕ. Çамрăк спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ П.Павлов саламларĕ. Çавăн пекех Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ К.Громов, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Трилинская хутшăнчĕç.
Арçын ачасен командисем хушшинче Питĕшкассисем пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç. Чăвашсурăмсемпе Ураскилтсен иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайлама тиврĕ. Хĕрачасемшĕн те футбол вăййи ют мар иккен. Вĕсем те ку вăйăра пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Элĕк вăтам шкулĕн хĕрĕсене çитекенни çав-çавах пулмарĕ, вĕсем турнирта пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăнта Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн команди пулчĕ пулсан, виççĕмĕшĕнче - Шĕмшеш хĕрĕсем.
Çĕнтерÿçĕ командăсене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ Александр протоиерей çамрăксене пил пачĕ.