Хирти ĕçсене вĕçлесен уява пухăнчĕç
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявĕ тулăх кĕр кунĕсемпе пĕр вăхăта килет. Муниципалитетра ăна уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал акă ял хуçалăх тытăмĕнче ырми-канми тăрăшакан ĕçчен те пултаруллă çынсем иртнĕ эрнекун – октябрĕн 23-мĕшĕнче Элĕкри культура çуртне пухăнчĕç. Вĕсен йышĕнче – комбайнерсемпе механизаторсем, трактористсемпе водительсем, уй-хир ĕçченĕсемпе фермăсенче тăрăшакансем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем тата специалисчĕсем, АПК ветеранĕсем.
Кĕр кунĕ пахча çимĕçрен пуян
Уявăн тĕп пайĕ пуçланиччен хăнасем Культура çурчĕн фойинче тата савăнăçлă мероприятисен залĕнче йĕркеленĕ куравсемпе паллашрĕç. Вĕренÿ тата культура ĕçченĕсем пахча çимĕçрен тата улма-çырларан хатĕрленĕ курав пухăннисен кăмăлне кайрĕ. Кунта кавăнĕ те шлепкеллĕ, хĕрлĕ кăшманĕпе кишĕрĕ чăр-чăр куçлă, чечек çыххи тĕрлĕ çулçăллă, туратсем çинче «тăманисем» те лараççĕ – пĕри тепринчен илемлĕрех те пуянрах. Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕ çумĕнчи агролаборатори хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çамрăк аграрисем сĕтел хушшинче микроскоп умĕнче ĕçлесе ларчĕç. Ешĕл çитĕнекен калча пахалăхне тĕрĕслерĕç пулинех. Библиотека ĕçченĕсем акă хăйсен куравне вырăс тата чăваш литературинчи хайлавсенче кĕркунне темине çутатса панипе çыхăнтарчĕç. Шлепкеллĕ кавăнра вырăс поэчĕн сăнарĕ курăнчĕ пулсан юнашарах купăста пуçĕнчен вăрăм хăлхаллă мулкача ăсталаса чĕрĕлĕх кĕртнинине асăрхама май килчĕ. Чăннипе, танлаштарса хаклама та çăмăл мар, кашнин ĕçĕ хăйне евĕр. Хальхинче, жюри пайташĕсем палăртнă тăрăх, «Ял пуянлăхĕ» курав çĕнтерÿçисен йышне Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕ кĕнĕ. Вĕсене «Чи лайăх экспозици» номинацире палăртнă. Темăна туллин уçса панипе Вутлан шкулĕ 2-мĕш вырăн йышăннă. Ушкăнпа кал-кал ĕçленине Юнтапа шкулĕ кăтартса пама пултарнă. Вĕсен ĕçĕ 3-мĕш вырăнта.
Элĕк округĕнчи архив ĕçченĕсем хальхинче те пухăннисене иртнĕ кунсене тавăрма пултарчĕç. «Сăн ÿкерчĕксенчи çынсем: ял хуçалăх ĕçченĕсем çинчен XX-XI ĕмĕрсенчи хаçатсенче» ятпа йĕркеленĕ куравра хура-шурă сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕç. Çулсем шелсĕр иртеççĕ пулин те сарăхма пуçланă сăн ÿкерчĕксенче вăл вăхăтри çĕр ĕçченĕсене палласа илме пултарчĕç. Малалла вара вĕсем çинчен хăпартланса каласа пама пуçларĕç. Мĕн тери чуна çывăх самантсем! Юнашарах «Ленин çулĕпе» хаçатра (халĕ вăл «Пурнăç çулĕпе» ятпа тухса тăрать) тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ сăн ÿкерчĕксене сăнама пултарчĕç. Вĕсенче – ĕçре малта пыракансем. Акă район хаçатĕнче 1983 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче пичетленнĕ «Талăкра – вуншар килограм» материалта «Звезда» колхозри Любовь Гаврилова доярка çинчен каласа панă. «Вăл сĕт-çу фермине 4 çул каялла ĕçлеме килнĕ. Кĕске вăхăтра доярка профессие алла илнĕ, малтисен ретне тăнă. Коллектив ăна хисеплет. Ахальтен мар ял-йыш Л.В.Гавриловăна район Совечĕн депутатне суйланă», - тесе çырнă. Кашни сăн ÿкерчĕк уйрăм çын е хуçалăх пурнăçĕпе çыхăннă. Кунта çакна та палăртса хăварас килет, районта тухса тăракан «Ленин çулĕпе» хаçат чăннипех те кун-çул кĕнеки пулса тăнă. Вăхăт иртнĕçем унăн страницисене тепĕр хут уçса вулама архив ĕçченĕсем пулăшни питĕ паха пулчĕ.
Элĕк райповĕн куравĕ хăйне евĕрлĕхĕпе тата пуян ассортименчĕпе куçа илĕртнисĕр пуçне тутлă шăршипе те хăй патне астарма пултарчĕ. Кунта хăнасем вырăнти «Улта-çырла комбиначĕ» тата обществăлла апатлану ĕçченĕсем хатĕрленĕ апат-çимĕçе туянчĕç. Çавăн пекех уяв сĕтелĕ пулăран тата аш-какайран хатĕрленĕ апат çимĕçрен, кукăль-икерчĕрен пуян пулчĕ. Вĕсем хушшинче вырнаçнă торт, ăна ял сăнарĕлĕ илемлетнĕ, пылак çиме юратакансене куç хĕссе астарнăнах туйăнчĕ.
Кирек мĕнле мероприятире те сăн ÿкерĕнмелли вырăна йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Акă Элĕксем хальхинче ялти киле сăнарлама шутларĕç, сĕтел хушшине ларса сăмавартан чей тутанса пăхма сĕнчĕç. Юнашарах сунчăк тытса сарă-хĕрлĕ çулçăсен вылявĕпе киленсе асăнмалăх сăн ÿкерĕнме май пулчĕ.
Тырă-пулă – пÿлмере
Муниципалитетри агропромышленноç комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Элĕк округĕн администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров паллаштарчĕ.
Ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланине палăртрĕ. 2026 çулта ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем 11 929 гектар çинче ĕçленĕ. Вĕсенчен 6758 гектар тĕш тырă культурисем йышăнаççĕ пулсан, 1854 гектар çинче – техника культурисем, 35 гектар – çĕр улми, 15 гектар – пахча çимĕç тата 3267 гектар – выльăх апачлĕх. Пĕтĕмпе 22 648 тонна тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç 33,9 центнерпа танлашать. Чи лайăх кăтартусем «Новый путь» хуçалăхăн, кунта пĕтĕмпе 6038 тонна тĕш тырă пухса илнĕ, тухăçĕ – гектартан 42,7 центнер. Çавăн пекех Ульянов ячĕллĕ хуçалăх, хресчен фермер хуçалăхĕсенчен Сергей Волков, Галина Волкова, Владимир Узянов палăраççĕ.
Çĕр улми туса илессипе Иван Варламов тата Валентин Журавлев хресчен фермер хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» 35 гектар çинчен 560 тонна пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - 160 центнер. Пахча çимĕç 15 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Купăста туса илессипе Эдуард Лебедев (10 гектар) тата Иван Варламов (5 гектар) фермерсем ĕçлеççĕ. Тухăç – 400 центнер. Юлашки вăхăтра çĕр улми тата пахча çимĕç лаптăкĕсем пĕчĕкленни сисĕнет, çав вăхăтрах çу культурисене туса илесси ÿсет. 2024 çулта çу культурисене 1069 гектар çинче туса илнĕ пулсан кăçал 1755 гектара çитернĕ. Ку енĕпе Сергей тата Галина Волковсем, Владимир Узянов, Валерий Григорьев, Александр Кислых, Сергей Гаврилов, Сайфула Мазумдер хастар ĕçлеççĕ.
Анатолий Иванович выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусемпе те паллаштарчĕ, инвестици проекчĕсемпе усă курнин кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Çĕр ĕçченĕ – тав сăмахне тивĕç
Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен прошышленноçра ĕçлекенсене професси уявĕ ячĕпе Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов саламларĕç. «Уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май эпир сире чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Эсир чăннипех те çăмăл мар ĕç суйласа илнĕ. Вăл чылай чухне çут çанталăк условийĕсемпе çыхăннă, апла пулин те эсир мĕнпур ĕçе вăхăтра тата туллин пурнăçлама пултаратăр. Çуракине вăхăтра ирттерсе пÿлмене тырпул пухса кĕртме пултартăмăр, тавах яваплăха туйса ĕçленишĕн», - терĕ Александр Юрьевич.
Аграрисем çĕршыва апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернине палăртрĕ Николай Малов депутат. Кунта Элĕксен тÿпи те пысăк. «Паянхи кун Чăваш Енре ял хуçалăхĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Уйрăмах тĕш тырă пухса илессипе кăтартусем курăмлă», – терĕ вăл. Агропомышленноç комплексне аталанма федераци тата регион шайĕнче пулăшу мерисем пăхса хăварнине палăртрĕ.
Ял хуçалăх ĕçченĕсене Элĕк округ администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕ Лидия Никитина саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Çак кун сцена çинчен ĕçре малта пыракансене, экономика аталанăвĕн çĕнтерÿçисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç, сертификатсемпе хавхалантарчĕç.
Агропромышленноç комплексĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе Галина Волкова хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçине тата «Новый путь» хуçалăхри Михаил Егоров тракторист-машиниста чысларĕç. Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тав хутне С.П.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕн тĕп бухгалтерĕ Лидия Лаврентьева тивĕçрĕ. Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнче электрооборудование пăхса тăрассипе ĕçлекен Лев Егорова, Артем Силивестров ветеринари врачне, Валентина Тарасова бухгалтера палăртрĕç.
Округри агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен ячĕпе Николай Никифоров тухса калаçрĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Николай Дмитриевич хăй ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсен династийĕнчен пулнине палăртрĕ. Çемье династийĕ хăй вăхăтĕнче яла шурă сысна илсе килсе ĕрчетнĕ маçаккăшĕнчен пуçланнă та. Паянхи кун Никифоровсем фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ăна ăнăçлă ертсе пыраççĕ.
Уява «Ял управçи» регионти премие хутшăнакансем те пухăнчĕç. Вĕсене Элĕк округĕн администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕç. Професси уявĕ ячĕпе пухăннисене округри культура учрежденийĕсен çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем, «Ветеран» халăх хорĕ хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç.
Экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисем
Экономика ăмăртăвĕнче малта пыраканĕсене Хисеп хучĕсемпе, сертификатсемпе чысларĕç.
Комбайнерсем хушшинче:
1-мĕш вырăнта – Сергей Волков хресчен фермер хуçалăхĕнчи Петр Вишневский экипажĕ, вырма вăхăтĕнче 3600 тонна тырă çапнă;
2-мĕш вырăнта – «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Юрий Никоноров экипажĕ, 3506 тонна тырă çапнă;
3-мĕш вырăнта – Сергей Волков хресчен фермер хуçалăхĕнчи Иван Молотовăн экипажĕ, 1900 тонна тырă çапнă.
Водительсем хушшинче:
1-мĕш вырăнта – Сергей Волков хресчен фермер хуçалăхĕнчи Евгений Ермолаев, комбайн патĕнчен йĕтем çине 4900 тонна тырă турттарнă;
2-мĕш вырăнта – «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Геннадий Николаев, комбайн патĕнчен йĕтем çине 2506 тонна тырă турттарнă;
3-мĕш вырăнта – Сергей Волков хресчен фермер хуçалăхĕнчи Анатолий Яковлев, комбайн патĕнчен йĕтем çине 2200 тонна тырă турттарнă.
Механизаторсем хушшинче:
1-мĕш вырăнта – Сергей Волков хресчен фермер хуçалăхĕнчи Алексей Тимофеев, 958 гектар кĕрхи çĕртме тунă;
2-мĕш вырăнта – «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Анатолий Митрофанов, 950 гектар кĕрхи çĕртме тунă;
3-мĕш вырăнта – Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Станислав Порфирьев, 450 гектар кĕрхи çĕртме тунă.
Выльăх апачĕ хатĕрлекенсем хушшинче:
«Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Владимир Павлов тракторист-машинист мала тухнă. Вăл комбайнпа 9165 тонна сенаж, 10200 тонна силос хатĕрленĕ.
Кĕрхи çĕртмене вăхăтра тунисем тата кĕрхисене акса хăваракансемпе вăрлăх материалне хатĕрлекенсем хушшинче:
1-мĕш вырăнта – Сергей Майоров, «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ;
2-мĕш вырăнта – Сергей Волков, хресчен фермер;
3-мĕш вырăнта – Владимир Узянов, хресчен фермер.
Ял хуçалăх техникине хĕл каçарма хатĕрленĕ машинăпа трактор паркĕсем хушшинче:
1-мĕш вырăнта – «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ тата Владислав Илларионов уйрăм предприниматель;
2-мĕш вырăнта – Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ тата Юрий Никифоров хресчен фермер;
3-мĕш вырăнта – «Авангард» ял хуçалăх производство коооперативĕ тата Сергей Волков хресчен фермер.
Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларассипе Элĕкри улма-çырла комбиначĕ çĕнтернĕ, генеральнăй директорĕ Александр Ефремов.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе ферма коллективĕсем хушшинче:
çĕнтерÿçĕ – Шĕвĕшри 2-мĕш №-лĕ сĕт-çу комплексĕ, заведующийĕ Татьяна Тихонова;
призерсем – Чăваш Сурăмĕнчи 1-мĕш №-лĕ сĕт-çу комплексĕ, заведующийĕ Альбина Игнатьева тата Юлăшри 3-мĕш №-лĕ сĕт-çу комплексĕ, заведующийĕ Александр Орлов.
Ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх операторсем:
«Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Иван Алексеев – кашни ĕнерен 8358 килограмм сĕт сунă;
«Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Сергей Волков – кашни ĕнерен 7369 килограмм сĕт сунă;
«Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Наталия Тарасова – кашни ĕнерен 7096 килограмм сĕт сунă.
Пăру пăхакансем хушшинче чи лайăх оператор ята Валентина Васильева («Новый путь» хуçалăх) тивĕçнĕ.
Мăйракаллă шултра выльăха самăртассипе «Новый путь» хуçалăхри Лев Арсентьев мала тухнă.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.