Ял сăн-сăпачĕ хастарсем тăрăшнипе улшăнать
Майăн 3-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне паллă турĕç. Фойере муниципалитетсен экспозицисен куравĕсем ĕçлерĕç. Мероприятие килнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Уява Элĕк муниципаллă округ пуçлăхĕ Александр Терентьев ертсе пынипе пирĕн делегаци те хутшăнчĕ.
- 2020 çултанпа эпир сирĕнпе вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне йĕркелессине улăштартăмăр, çынсемпе хутшăнса ĕçлесси малти вырăна тухса тăчĕ. Çынсене мĕн пăшăрхантарнине, вĕсем мĕн улăштарасшăн, мĕн курасшăн пулнине хăйсенчен ыйтма пуçларăмăр. Чи пĕлтерĕшли - çак улшăнусене туса ирттерме хăйсене явăçтарма тытăнтăмăр. Ĕçе, çын куçне курăнман ĕçе, яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, çĕршыври пурнăç кунсеренех лайăх енне улшăнтăр тесе тăрăшнăшăн тав сире, ĕçтешсем, - терĕ Олег Алексеевич пухăннисене саламланă май. Хăйĕн сăмахĕнче вăл наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси, вĕренÿ организацийĕсене, ача сачĕсене тĕпренех çĕнетесси, уйрăммăн - çамрăксен политикин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене тата çак ĕçе хăйсен тÿпине хывакансене РФ сенаторĕ Николай Владимиров, Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов саламларĕç.
Муниципалитет службин чи лайăх ĕçченĕсене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысларĕç. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче Элĕксем те пулчĕç. Шĕмшеш тата Тавăт территори пайĕн начальникĕсене Ирина Ивановăпа Раиса Григорьевăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне тата алла çыхмалли сехет пачĕç.
Э.КУЗЬМИНА.