Ятлă-сумлă çемьери ачасем ырă та хастар
Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче «Çулталăк çемйи - 2022» конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ку мероприятие Элĕк районĕнчен Тимĕрçкасси ялĕнчи Павловсем хутшăннă. Вĕсем - муниципалитет тапхăрĕн çĕнтерÿçисем.
Любовь Анатольевнăпа Алексей Васильевич туслă çемйинче пилĕк ача - икĕ ывăл тата виçĕ хĕр. Ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле спорт тата пултарулăх енĕпе аталанаççĕ. Вĕсем вĕренÿ çине те тимлĕх уйăраççĕ.
Ăнăçлăхĕ ашшĕ-амăшĕнчен килет. Павловсем хăйсен ывăл-хĕрĕ йĕркеллĕ çынсем, ĕçчен, аслисене хисеплеме, пулăшма вĕренччĕр тесе кулленех тăрăшаççĕ. Килĕшÿллĕ мăшăр ял-йышра ырă ятпа пурăнать. Вĕсем пуçарулăхпа, çаврăнăçулăхпа палăраççĕ. Пур тĕрлĕ мероприятие те кăмăлпах хутшăнаççĕ. Пушă вăхăта усăллă ирттерме пĕлеççĕ. Любовь Анатольевна Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнчи тĕрĕçĕсен кружокне çÿрет. «Тĕрленĕ Элĕк районĕ» акцие те хастар хутшăнчĕ.
Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова çемьесене конкурса хутшăнни çинчен свидетельство панă. Ăшшăн саламланă май пурне те телей, ырлăх тата ăнăçу суннă. Савăнăçлă мероприятире Павловсен çемийне район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусем енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Николаева ертсе пыракан Элĕк ен делегацийĕ хавхалантарнă.
Çакна асăнма та кăмăллă. Конкурсра «Пултаруллă çемье» ята Шупашкарта пурăнакан Семеновсем тивĕçнĕ. Çирĕм çул алла-аллăн тытăнса утаканскерсем иккĕшĕ те ÿнер тĕнчинче тăрăшаççĕ. Вĕсем пилĕк ачине те хăйсем пекех хастар пулма вĕрентеççĕ. Кил хуçи, хисеплĕ ашшĕ, Николай Анатольевич, пирĕн ентеш. Вăл Анат Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Е.САВЕЛЬЕВА.