Ырă кăмăл эмелрен те сиплĕ
Иртнĕ çулсене илсен-и - ырă йĕрке пурччĕ. Çамрăк специалиста алла документ илнипе пĕрлех пĕр-пĕр çĕре ĕçлеме яратчĕç. Çапла Вырăс Сурăм хĕрĕ Людмила телее направленипе тăван Элĕк районнех лекнĕ.
Тин кăна Шупашкарти медицина училищинче вĕренсе фельдшер-акушер специальноçне илнĕскере район больницин тĕп врачĕ Ионикия Борисова кăмăлпа кĕтсе илнĕ.
- Мартынкассинче сывлăх ĕçченĕ çук. Эпир сана çавăнта ярасшăн. Пĕр çулталăк ĕçлесе пăх: хыççăн Элĕке куçарăпăр, - тенĕ вăл.
Çапла 1982 çулта Мартынкасси тăрăхне лекнĕ те çамрăк. Шикленмесĕр, хумханмасăр мар, паллах. Ара Людмилăшăн курман-илтмен вырăн-çке. Çитменнине тата район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă сывлăх учрежденийĕ.
- Епле пулсан та хушнине пурнăçламаллах. Шанăçа та тÿрре кăлармалла, - шухăшланă хĕр пĕрчи, ĕçе те кÿлĕннĕ.
Çамрăка малтанах çăмăл килмен. Ĕç условийĕсем тивĕçтермен. Çыннисем те ют. Вĕсем медицина пунктĕнчен татăлма та пĕлмен. Людмила вара хăйне алла илетех. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Ăшă кăмăлĕпе те тыткăнлать. Ун пек хĕре кам юратмĕ. Шапкино каччи Владислав Павлов илемлĕ те шурă халатлăскере куç хывма ĕлкĕрнĕ те. Çапла Элĕке куçса ĕçлесси те пулман Людмила Анатольевнăн. Шапкино кинĕ пулнăскер паянхи куна та юратнă ĕçĕнчех. Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн питех те кирлĕ çын вăл. «Сывлăх сыхлавĕн шанчăклă хуралçи. Пире эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа, ырă сĕнÿ-канашпа те сиплет», - тенине илтнĕ-ха ун пирки.
Мартынкасси ялне пырса кĕнĕ çĕрти лапам хăйне май центр вырăннех. Иртнĕ çулсене илсен-и - кунта пурнăç вĕресе кăна тăнă. Çапла пулма майĕ те пулнă. Кунта пĕтĕм служба вырнаçнă вĕт - ял хуçалăх предприятийĕн правленийĕ, шкул, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, райпо лавкки, паллах, фельдшер-акушер пункчĕ те. Халĕ вара кунта лару-тăру улшăннă теме те юрать. Çакă яла çитсен тÿрех палăрчĕ. Лăпкăлăх тыткăнĕнче малтанхи центр. Çав хушăрах: шăп кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче, фельдшер-акушер пункчĕн алăкĕ яриех уçă пулни курăнчĕ. Шап-шурă çурта кĕрсе тухас кăмăл та çуралчĕ. Часах хуçипе те тĕл пултăмăр. Шурă халатлă сывлăх ĕçченĕпе сăмахлама та кăмăллă пулчĕ.
- Кăнтăрлахи вăхăтра киле кайсах çÿремен. Кунтах апатланатăп. Çурт алăкне хупă тăратас та килмест. Çыннисем те кирек хăш вăхăтра кĕрсе тухаççĕ. Сип- ленме çÿрекенсем те тупăнсах пыраççĕ. Теприсене вара сĕнÿ-канаш та кирлĕ: - терĕ Людмила Павлова.
Уншăн фельдшер-акушер пункчĕ иккĕмĕш кил вырăннех ĕнтĕ. Вăл кунта пĕр улшăнмасăр вăтăр ултă çул таранах тимлет. Ĕçри условисене лайăхлатассишĕн те сахал мар тăрăшнă.
- 2010 çулта çурта тĕпренех юсаса çĕнетрĕмĕр. Малтанхи вăхăтра шыв енĕпе ĕç-хĕл чăрмавлăрахчĕ. Халĕ вăл пăрăх тăрăх килсех тăрать. Канализаци тытăмĕ те йĕркеллĕ, - хыпарларĕ сывлăх учрежденийĕн ертÿçи. Чăнах та, çурт тул енчен пăхма, шалта та килĕшÿллĕ, типтерлĕ те таса, çирĕп. Урăхла каласан, çынсене сиплеме майсем пур.
- Пилĕк яла пăхса тăратпăр. Шел: ватăлсах пыраççĕ çав вĕсем. Çынсен йышĕ те хушăнса мар, чакса пырать. Малтанхи вăхăтра пирĕн тăрăхра 500 çын ытлаччĕ. Халĕ вĕсен хисепĕ 180-ран иртмест, çав шутран 82 арçын тата 78 хĕрарăм, ачасем 20-ĕн. Уйрăммăн илсен, Мартынкассинче 79 çын пурăнать пулсан, Энехметре 12-ĕн кăна, - пĕлтерчĕ Людмила Анатольевна.
Ватăсене - пысăк тимлĕх. Çавна самантлăха та манмаççĕ тейĕн сывлăх ĕçченĕсем. Тухса çÿрейменнисем сахаллăнах мар кунта. Вĕсем патне килĕрен çÿресси йăлана кĕнĕ. Людмила Павловăна кулленхи ĕçĕнче Римма Кириллова пулăшса пырать. Вĕсем сипленме çÿрекенсен ыйтăвне те туллин тивĕçтереççĕ. Сывлăх ĕçченĕсем диспансеризаци енĕпе те ăнăçлă ĕçленĕ. Чылайăшĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Грипп чирĕнчен прививка тăвассине те кирлĕ пек пурнăçлама тĕллев лартнă.
Елена ТИМОФЕЕВА.