Ывăл-хĕрне кăмака яшкипе кĕтсе илет
Паянхи обществăра нумай ачаллă амăшĕ пулма çăмăлах мар текен шухăш тахçанах тĕвĕленнĕ. Çакă вĕсемшĕн сахал мар тăрăшма тивнипе те, укçа-тенкĕ ытларах тăкакланнипе те çыхăннă. Çулавăç ялĕнче пурăнакан Елена Филиппова вара пилĕк ачана ÿстерме пĕр ачана çитĕнтериччен çăмăлтарах тесе шутлать. Ку чухне пысăк çемьери юратупа телей йывăрлăхсене çăмăллăнах парăнтарма пулăшать иккен.
- Психологсем каланă тăрăх, çемье моделĕ ачара пĕчĕклех никĕсленет. Ку вара тĕрĕсех ĕнтĕ. Виталий Николаевичпа иксĕмĕр те нумай ачаллă çемьесенче ÿснĕрен мăшăрлансан та хамăрăн йыш сахал ан пултăр тенĕ, - йăл куларах пĕлтерет çÿллĕрех пÿ-силлĕ этемлĕхĕн черчен пайĕ. Апла, тĕп килтех вĕсем амăшлăхпа ашшĕлĕх шкулĕ витĕр тухнă. Çавăнпа та йышлă ачана воспитани парасси вĕсене нимĕн чухлĕ те шиклентермен.
Ултă теçетке урлă кăшт каçнă Елена Александровна пĕлтернĕ тăрăх, тĕпренчĕкĕсене пăхса ÿстерес ĕçре ăна хунямăшĕ те пысăк пулăшу кÿнĕ. Кинĕ иккĕмĕш амăшĕпе 35 çул пĕр чĕлхерен пурăннă. Мăшăрĕ, Виталий Николаевич, хуçалăх председателĕнче ĕçленĕ май мĕн ир кÿлĕм ĕçе тухса кайнă та каçхине çеç таврăннă. Килти хушма хуçалăха тытса пырасси ытларах чухне этемлĕхĕн черчен пайĕ çине тиеннĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхассине те кинĕпе хунямăшĕ пĕрле пурнăçланă. Ачасем ÿсерехпе вара вĕсене явăçтарнине те, çапла майпа шĕвĕрккесем ĕçе хăнăхнине те палăртать Е.Филиппова. Сашăпа Коля ашшĕпе пĕрле строительство енĕпе, юсав ĕçĕсемпе аппаланнă пулсан, Луиза, Екатерина тата Татьяна хĕрĕсем çине вара пÿрт-çурта тирпейлесси, апат-çимĕç хатĕрлесси, йăрансене çумран тасатса тăрасси тиеннĕ.
Канмалли кунсенче вăхăтăн ытларах пайне яланах пĕрле ирттерме тăрăшнине те пытармасть амăшĕ. Ку йăла вара Филипповсен халĕ те упранса юлнă. Элĕкре пурăнакан Луиза та, Шупашкарта тĕпленнĕ Катя, Коля çемйисемпе, Таня хĕрĕ те, хальлĕхе ялтах пурăнакан Саша хăйĕн мăшăрĕпе тата тĕпренчĕкĕсемпе пухăнаççĕ. Килти хушма хуçалăхра йышлă ĕне выльăх тытнипе пĕрлех кайăк-кĕшĕк те татăлмасть вĕсен. Темиçе çулах ĕнтĕ кăрккасем, бройлерсем нумай тытаççĕ.
- Ачасем кăмака яшки юратаççĕ. Килте «кăвак çулăмпа» усă куратпăр пулин те, пÿртре кăмака пăсман. Çавăнпа та тĕпренчĕксене яланах кăркка какайĕнчен пĕçернĕ кăмака яшкипе, кукăльпе кĕтсе илетĕп. Вĕсем ялта чухне вара тĕпеле апат-çимĕç хатĕрлеме вуçех те пырса перĕнместĕп. Хĕрсемпе кинсем хатĕрленĕ тутлă çимĕçе тутанса çеç ларатпăр мăшăрпа, - каласа парать кил вучахне упракан этемлĕхĕн черчен пайĕ. Çичĕ мăнукĕ савăнăç кÿнине те пытармасть Е.А.Филиппова. Кашниех тĕрлĕ ÿсĕмре вĕсем, чи асли 10-ра пулсан, чи пĕчĕкки - пĕр уйăхран çеç иртнĕ. Амăшĕ темиçе теçетке çул каялла тĕпренчĕкĕсене вĕрентнине паян мăнукĕсене калать: «Ачамсем, эсир пĕр-пĕриншĕн чи çывăххисем. Унран та çывăхраххи сирĕн никам та çук. Çавăнпа та яланах пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулăр», - тет Елена Александровна. Филипповсен ывăл-хĕрĕ çакна ĕмĕрлĕхех ăса хывнă. Яланах пĕрле пулма тăрăшаççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшне вара нимĕнрен мала хураççĕ. Нумаях пулмасть тĕпренчĕкĕсем ĕмĕр тăршшĕпех килти хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă, кунпа пĕрлех «Росгосстрах» страхлав кампанинче ĕçленĕ амăшне парне тунă. Пурте пĕр пулса ăна санаторине канма кайма путевка туянса панă.
Филипповсем пилĕк тĕпренчĕкне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Луиза - банк ĕçченĕ пулсан, Катьăпа Коля Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче, Саша - строительство енĕпе, Таня - обществăлла апатланура тăрăшаççĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.