Ÿсĕрле уй урлă таракансем те пур
Çанталăк калама çук шăрăх, хĕвел питтине вуçех те тухас килмест, çынсенчен кашниех сулхăн вырăн шырать çак тапхăрта. Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем хĕртсе хĕвел пăхнă тапхăрта та çул-йĕр çинче йĕркелĕхе сыхлаççĕ. Сăмах май, кирек епле çанталăкра та яланах çул çинче вĕсем. Çынсенчен чылайăшĕ çул-йĕр инспекторĕсен ĕçĕ çăмăл та ансат пулнине палăртать.
Автотранспорта чарса право йĕркине пăснă водителе явап тыттарасси, протокол çырасси мĕн ĕнтĕ ку. Тĕрĕссипе, Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕн ĕçĕ те участок уполномоченнăйĕн, уголовлă шырав подразделенийĕн сотрудникĕ пекех яваплă. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн инспекторĕн тивĕçĕ шутне граждансемпе водительсем çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслессипе пĕрлех граждансен пурнăçĕпе сывлăхне упрасси, вăрланипе çыхăннă преступленисене уçса парасси, наркотиксен, хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси те тата ытти те кĕреççĕ.
Июлĕн 3-мĕшĕнче Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне, 88-мĕш хут паллă турĕç. Уяв умĕн Вăрнарти инспекцин начальникĕпе Геннадий Казыкинпа тĕл пултăм. Уяв кунĕнче те ĕçре сотрудниксем. 8 çынран тăракан йыш Вăрнарпа Элĕк муниципалитечĕсен территорийĕнчи çул-йĕр çинче йĕркелĕхе сыхлать. 2023 çулта ĕçе икĕ çĕнĕ çын кÿлĕннĕ, вĕсен йышĕнче халĕ пĕр хĕр-упраç та пур-ха. Вăл административлă ĕçсене пурнăçа кĕртессипе тимлет.
Геннадий Анатольевичпа çул-йĕр çинчи лару-тăрăва тишкеретпĕр. Ку енĕпе вара тĕп инспектора пăшăрхантараканни чылай. Иртнĕ çулхи январь-май уйăхĕсемпе танлаштарсан административлă майпа йĕркене пăсакансен шучĕ ÿснĕ. Кăçал РФ административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан Кодекса пăснă 333 тĕслĕхе регистрациленĕ.
- Уйрăмах ÿсĕрле руль умне ларакансен шучĕ пысăкланчĕ Элĕкпе, 36 водителе тытса чарнă. Хăрушсăрлăх пиçиххине çыхассинчен те темшĕн шикленеççĕ водительсемпе пассажирсем? Çакă тÿрремĕнех пурнăçа упраса хăварассипе çыхăннине ăнланасшăн мар. Хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманшăн маларах асăннă Кодексăн 12.6-мĕш статйипе 58 çынна явап тыттарнă. Çуран çÿрекенсем хушшинче те çулсем çинче пăхăнмалли ансат йĕркесем çине алă сулакансем тупăнаççĕ, çуран утакан 18 çынпа ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ, - каласа парать тĕп инспектор.
Геннадий Казыкин пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ тапхăрта муниципалитет территорийĕнче 2 авари регистрациленĕ, вĕсенче виçĕ çын аманнă. Нумай чухне инкексем автотранспорт хуçисем çулсем çинче хăвăртлăх йĕркисене пăхăнманран тата «хаяррине» сыпнă хыççăн руль умне ларнăран пулса иртеççĕ.
Кулленех инспекторсен тĕрлĕ водительпе тĕл пулма тивет. «Çуттине» сыпнă водительсенчен чылайăшĕ инспекторсене асăрхасан тарма пикенет.
- Пирĕнтен тарса хăтăлас тĕлĕшпе асфальт çул çинчен уй-уй урлă таракансем те тăтăшах тĕл пулаççĕ. Транспорт хатĕрĕсене пăрахса хăварса пытанакансем те пур. Ÿсĕр водительсен транспорчĕсене эвакуаторпа автостоянкăна илсе кайма тивет, - тăсать калаçăвне Г.Казыкин. Инспекторсен ĕçĕ хăрушлăхпа çыхăннине те пытарма кирлĕ мар.
Май уйăхĕн пуçламăшĕнче «Форд Мондео» автомашинăна тытса пыракан водитель ÿсĕр пулни çинчен информаци килнĕ. Асăннă информацие тĕрĕслес тĕллевпе Геннадий Анатольевич автотранспорта чарма тăнă. Анчах та водитель чарăнма шутламан, хирĕç килекен автотранспорт çулĕпе çул хĕрринче ларакан ПАИ автотранспорчĕ çине пырса кĕнĕ. Çакăн чухне ĕнтĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Геннадий Казыкин тата право хуралĕн тепĕр сотрудникĕ йывăр аманнă. Пурнăçпа сывлăх умне хăрушлăх кăларса тăратнă самантсем тăтăшах сиксе тухаççĕ вĕсем умне.
- Паянхи куна чи пăшăрхантараканни мĕн?
- Ачасем скутерсемпе, мопедсемпе аслă çул çине тухни, çил ачисемпе ăмăртмалла пысăк хăвăртлăхпа çÿрени. Ялсенче те, Элĕк салинче те пур-ха кун пеккисем. Ачасем пĕри те халĕ ку йышши транспортпа çÿремелли çул-йĕр правилисене лайăх пĕлмеççĕ. Çакă вара пысăк инкек сăлтавĕ пулма пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне ку тĕлĕшпе çирĕпрех пулма, ачасене çакăн пек транспорта халех илсе пама тытăнса тăма сĕнес килет, - асăрхаттарчĕ ПАИ начальникĕ.
Çак сăмахсене вара Геннадий Анатольевич ыт ахальтен палăртмасть, вĕсенчен-çке çулсем çинчи хăрушсăрлăх тата хăтлăх, чи кирли - çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ килет те. Ку енĕпе вара инспекторсен кулленех ĕçлемелле.
Эльвира КУЗЬМИНА.