Юратнă ĕç темиçе ăрăва пĕрлештерет
Темиçе ăру çыннине юратнă ĕç çыхăнтарать пулсан ку профессие ăнсăртран килмен вĕсем тесех калас килет. Педагогикăра, медицинăра, ял хуçалăхĕнче çемье династийĕсем пурри çинчен час-часах калаçатпăр. Ытти сферăсенче пур-и-ха вĕсем? Пур! Çирĕплетсех калама пултаратăп çакна. Акă библиотека тытăмĕнче ĕçлекенсем те хăйсен професси вăрттăнлăхĕсене ăруран-ăрăва куçарса пыраççĕ.
Пĕтĕм Раççейри библиотека кунĕ умĕн Вырăс Сурăм ял библиотекинче ĕçлекен Надежда Волковăпа çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксене пăхатпăр. «Акă ку сăн ÿкерчĕкре Анатолий Емельянович Пугачев. Вăл манăн аннен аппăшĕн мăшăрĕ пулать. 1966-1972 çулсенче Вăрнар районĕнчи Мăн Турханти ял библиотекинче ĕçленĕ. Ачаранах кĕнеке вулама юратнă, пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытнă», - каласа парать Надежда Владиславовна сарăхарах кайнă сăн ÿкерчĕке сăнаса. Шăпах Анатолий Пугачевран пуçланать те вĕсен çемье династийĕ. «Малалла ку ĕçе унăн мăшăрĕ – Раиса Ефимовна Пугачева йĕркелесе пынă. Ку тытăмра вăл пĕтĕмпе 27 çул ĕçленĕ. Библиотека ĕçне юратни унăн кĕçĕн йăмăкне – манăн аннене Валентина Ефимовнăна куçнă», - йăл кулăпа каласа парать тĕп библиотекарь сăмах çывăх çынни çине çитсен.
Валентина Ефимовна Семенова Вырăс Сурăм ял библиотекинче 18 çул тимленĕ. Кунта пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă Вера Архиповна Васильева библиотека заведующине яланах ăшшăн аса илет, хăйĕн наставникĕ тесе шутлать. «Манăн анне кĕнекене хуплашки тăрăхах пĕлет, хăш вырăнта тăнине те тÿрех калама пултаратчĕ. Вулакансен кăмăлне яланах шута илнĕ, тĕрлĕ курав йĕркелесе çĕнĕ авторсемпе паллаштарнă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнни ăна çынсемпе пĕр чĕлхе тупма май панă, çавăнпа та аннене паянхи кун та ырăпа аса илеççĕ», - малалла паллаштарать çемье династийĕпе Надежда Владиславовна. Çав хушăрах районти библиотекарьсен пĕрлехи сăн ÿкерчĕкĕнче Валентина Ефимовнăна шыраса тупатпăр, Шел, ун чухнехи сăн ÿкерчĕксем нумаях мар, сăн ÿкерĕнес йăла та пулман пулас паянхи пек.
- Çумра кун пек пултаруллă çынсем пур чухне Эсир кам пуласси пирки иккĕленмелли те пулман пулĕ? - ыйтатăп Надеждăран сăмаха хăйĕн çине куçарса.
- Тĕрĕссипе, ача чухне манăн медицина ĕçченĕ пулас килетчĕ. Çынсене сыватма, йывăр вăхăтра пулăшма ĕмĕтленеттĕм. Анчах та мана шăпа библиотекăна илсе килчĕ. Куншăн вара пачах ÿкĕнместĕп, - пулчĕ унăн хуравĕ.
Мĕнех калăн, авалхи Египетра пурăнакансен сăмахĕсем аса килчĕç. Библиотекăсене вĕсем «чун аптекисем», кунта ĕçлекенсене вара «чуна сыватакансем» тенĕ. Вĕсен сăмахĕсене шута илсен Надежда Владиславовна чăнах та хăй ĕмĕтленнĕ пекех тухтăр пулса тăнă, анчах ытларах унăн çынсен чун пуянлăхĕпе ĕçлеме тивет. Çывăх çыннисен пилĕпе пуçăннă профессире вăл паянхи куна илсен 24 çул ĕçлет.
Тăван тăрăхра пулнă май час-часах Вырăс Сурăм библиотекине кĕрсе тухма тăрăшатăп. Яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ кунта. Кĕнеке куравĕсем çĕнелсех пыраççĕ, вулакансене тĕрлĕ мероприятине явăçтарма тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе, паянхи библиотекарьсене нумай енлĕ специалист тесе калас килет. Вĕсем ял çыннисемпе тĕрлĕ темăсемпе профилактика сехечĕсем, тĕлпулусем, ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ. Компьютерпа информаци тупма пулăшасси те вĕсем çинчех.
- Хамăн ĕçе эпĕ юрататăп. Ман куç умĕнчех вулакансем çитĕнеççĕ. Хам кĕнеке юратнине вĕсем патне çитерме тăрăшатăп, хăçан та пулсан вĕсем те хăйсен ачисене библиотекăна илсе килессе шансах тăратăп. Пĕр йăхри тăвансем те манпа пĕрле ку тытăмра ĕçлени хавхалантарса пырать. Элĕкри тĕп библиотекăра литературăна комплектлакан тата йышăнакан пай заведующийĕнче Татьяна Михайлова тата Чăваш Сурăм ял библиотекинче тĕп библиотекарьте Наталия Гаврилова ĕçлеççĕ. Çапла вара пирĕн пĕрлехи ĕç стажĕ 113 çулпа танлашать. Вăл малаллах тăсăласса шансах тăратăп, - терĕ Надежда Волкова.
Эпир те иккĕленместпĕр çемье династийĕ анлăланасса. Чăннипех те хăйсен ĕçне парăннă çынсем тимлеççĕ-çке кунта.
М.МИХАЙЛОВА.